Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 40 пин ытла мӑшӑр хатӗрлерӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.07.2021 13:54 | 1393 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 40 пин те 999 мӑшӑр хатӗрлерӗ. Ҫапла май мӑшӑрсен йышӗ 870 пин те 886-а ҫитрӗ.

Иртнӗ уйӑхра эпир Николай Шундикӑн «Инҫетри ҫурҫӗрте», Джек Лондонӑн «Мексиканец», Максим Горькийӗн «Окуров хули», Анатолий Алексинӑн «Сашӑпа Шура», Лев Толстойӑн «Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр» кӗнекисене мӑшӑрларӑмӑр. Унсӑр пуҫне пирӗн корпус корей тата казах юмахӗсемпе пуянланчӗ. Малалла эпир Владимир Обручевӑн «Тусемпе материксем пулса кайни», Александр Авдеенкон «Тисса хӗрринче», Александр Купринан «Шурӑ йыта» тата ыттисемпе ӗҫлеме шутлатпӑр — вӗсен тексчӗсене юсаса тухнӑ ӗнтӗ, мӑшӑрласси ҫеҫ юлать.

Ҫӗртме уйӑхӗнчи ӗҫе пӗтӗмлетнӗ май хӑй тӗллӗн куҫаракан тӑлмачсем тавра ҫыхӑннӑ хыпарсене те асӑнса хӑварар. Пӗрремӗшӗнчен, Яндекс.Тӑлмач тинех сайтсене тӳрех чӑвашларан ытти чӗлхесене тата ытти чӗлхесенчен чӑвашла куҫарма вӗренсе ҫитрӗ. Унччен вӑл пайра чӑвашлипе усӑ курма май ҫукччӗ, халь вара ӗҫлет. Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн хамӑрӑн тӑлмач та лайӑхрах та лайӑхрах куҫарма вӗренсе пырать. Тӗрӗссипе хальхи вӑхӑтра 3 сайтра чӑвашла куҫарма май пур: Яндекс.Тӑлмач, тутарсем хатӗрленӗ Вырӑс-тӗрӗк тӑлмачӗ тата пирӗн сайтра — tran.chv.su адреспа эпир ҫӗнӗрех верси хатӗрлетпӗр. Виҫӗ сайтра куҫарса пӑхнӑ хыҫҫӑн хӑвӑра кирлӗ варианта тупма пултаратӑрах.

Хыпара вӗҫленӗ май ытти кӑтартусен ҫитӗнӗвне те илсе кӑтартар: текстсен йышӗ — 2 302 (+42), пуплевӗшсен йышӗ — 939 996 (+43 441), сӑмахсен йышӗ — 9 580 947 (+455 788).

#ЧЧЛ, #чӑваш чӗлхи, #сайтсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем