Чӑваш Енри ҫынсем ҫармӑс вӑрманне кайсан путса ларнӑ. Вӑрмана вӗсем икӗ машинӑпа тухса кайнӑ. Анчах иккӗшӗ те вӑрманта лакса ларнӑ. «Лада-Калинӑсем» пӑтӑрмаха ҫакланни ҫинчен «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта пӗлтернӗ.
Шупашкар ҫыннисем Сидельниково ялӗнчен 20 километр шалалла кӗрсе кайнӑ. Унта вӗсем хура ҫырла татнӑ. 20 литр кӗрекен савӑт тулмалӑх.
Каялла килме тухнӑ та тарӑн кӳлленчӗке путса ларнӑ. Малтан – пӗр машина, унтан – тепри. Машинӑсене «ГАЗель» автомобиль водителӗ пулӑшнӑ. Ҫӑмӑл машинӑсене вӑл кӳлленчӗкрен туртса кӑларнӑ ҫеҫ мар, Шупашкара ҫити туртса кайнӑ. «Калина» экипажӗ «ГАЗель» водительне Владимира пулӑшнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ», – тесе ҫырнӑ порталта.