Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче республикӑра 21 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шыва кӗнӗ чухне путнӑ.
Каччӑ Ҫӗмӗрле пӗвинче шыва кӗнӗ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Унӑн виллине тӳрех тупайман, водолазсене чӗннӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви шыва кӗнӗ чухне асӑрханма ыйтать. Ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ чӑмпӑлтатма юратать. Кӑҫал ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 22 ҫын путса вилнӗ.