Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Юлашки шӑнкӑрав

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 24.05.2013 16:13 | 1649 хут пӑхнӑ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкултан кӑҫал ултӑ вӗренекен 9-мӗш класс пӗтерме хатӗрленет. Вӗсемшӗн паян юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ.

Ачасем уяв тӗлне 5-9 классенче вӗреннӗ вӑхӑтри фотосенчен питӗ пысӑк фото-хаҫат хатӗрленӗ. Уява Роксана Хромовӑпа Татьяна Ефремова ертсе пычӗҫ. Тӑххӑрмӗшсене саламлама ашшӗ-амӑшӗ, район представителӗ Светлана Князькова, ял администраци пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова, вӗрентекенсем пухӑннӑ. Шкул директорӗ Вера Парикова тӑххӑрмӗшсене уяв ячӗпе саламланӑ май вӗсене экзамена кӗртнӗ приказпа паллаштарчӗ. Светлана Петровна районта, республикӑра иртнӗ олимпиадӑсенче, викторинӑсенче, спорт ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене грамотӑсемпе дипломсем пачӗ. Класри кашни вӗренекенех, Ирина Сатлайкинӑн темиҫе те, грамота е диплом илме тивӗҫ пулчӗ. Светлана Григорьевна шкулти физкультура учительне администраци ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн парнепе тата Хисеп грамотипе чысларӗ.

Тӑххӑрмӗшсене пуҫламӑш класра вӗренекенсем сӑвӑ-юрӑпа саламларӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ ячӗпе Светлана Соловьева сӑмах каларӗ, экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытма пиллерӗ. Класс ертӳҫи Зотова Галина Вячеславовна ачасене асӑнмалӑх хӑй ҫырнӑ «Штанашский край Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» кӗнекине парнелерӗ. пурнӑҫра телей сунчӗ. Тав сӑмахне шкулти кашни учитель тивӗҫрӗ, вӗренекенсем хӑйсен пӗрремӗш учителӗсене Ишмейкина Нина Вениаминовнӑпа Чучакова Марина Геогиевнӑна та манса каймарӗҫ.

Тав сӑмахӗ Чӑваш халӑх сайтне те лекрӗ, класри ултӑ ачаран пиллӗккӗшӗн хайлавӗ Николай Плотников пухса хатӗрленӗ кӗнекесенче кун ҫути курнӑ.

Сӑнсем (14)

#Штанаш, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #юлашки шӑнкӑрав, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем