Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Кашни 40-мӗш ҫын психиатрпа психотерапевт патӗнче шутра тӑрать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.07.2021 06:01 | 998 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре пурӑнакан кашни 40-мӗш ҫын психиатрсемпе психиатерапевтсем патӗнче тӗрӗсленсе тӑрать.

2020 ҫул вӗҫленнӗ вӑхӑтра пирӗн тӑрӑхри 29 пин те 592 ҫын психиатрсемпе психотерапевтсем патӗнче тӗрӗсленсе тӑнӑ. Ҫак цифрӑна «О состоянии здоровья населения Чувашии в 2020 году» (чӑв. Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем сывлӑхӗн ҫинчен) патшалӑх докладӗнче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин цифрисене тӗпе хурса асӑнса хӑварнӑ.

Маларах асӑннӑ 30 пине яхӑн ҫын республикӑра пурӑнакан мӗнпур халӑхӑн 2,5 проценчӗ пулать. Психиатрсемпе психотерапевтсем патӗнче учетра тӑракансен хисепӗ ҫулталӑкра 861 ҫын чакнӑ.

15 263 ҫынна психиатри пулӑшӑвне амбулаторире кӳнӗ. Тухтӑр патне вӗсем хӑйсен кӑмӑлӗпе пынӑ.

Психика чирӗсемпе аптӑракансен йышӗ ҫулталӑкра 4 процент чакнӑ.

Сӑмах май каласан, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пӗрер психиатри бригади дежурствӑра тӑрать. Вӗсем кунне 8-12 хутчен тухса кӗреҫҫӗ.

#статистика, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар, #чир-чӗр, #сывлӑх, #тухтӑрсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

вăртăнсăмах // 3061.4.9052
2021.07.20 11:09
эпир шизофрениксем тата ытларах, эпир нумай. Ача чухне йод ҫитмен пирки, тата пире ачасене ӳсӗр пуҫпа туни. (францире пире "Дети карнавала " тесе каланӑ).

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем