Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула кайма пуҫтарӑннӑ ҫынсене улталанӑ тӗслӗх нумайланса кайнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен Курильскри хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. 38-ти хӗрарӑм отпускра пулнӑ май Шупашкартан Чулхулана кайса килес тенӗ. Ун валли вӑл ҫынсене турттаракансем валли йӗркеленӗ приложенисенчен пӗринпе усӑ курнӑ. Водитель хӗрарӑма ҫул укҫин пӗр пайне куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм банк карттин реквизитне ҫырнӑ хыҫҫӑн унӑн банк картти ҫинчен 127 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ун хыҫҫӑн «водитель» ҫыхӑнӑва тек тухман.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти водитель улталаннӑ. Хусана кайма шухӑшланӑскер ултавҫӑ серепине ҫакланса 62 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.