Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ вӑхӑта туса пӗтермелле. Кун пирки район администрацийӗнче пӗлтернӗ.
Кашмашри шкулта 108 ача вӗренмелӗх вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Строительство ӗҫӗн пӗтӗмӗшле хакӗ – 147 миллион тенкӗ ытла.
Строительство епле шайра пынине нумаях пулмасть ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тата район администрацийӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Пулас вӗренӳ учрежденийӗнче халӗ ҫивиттие витеҫҫӗ, ҫутӑ кӗртеҫҫӗ, шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ, алӑксем лартаҫҫӗ, нӳхрепе йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Шкул патне Яриков урамӗпе ҫитме ҫул сарма палӑртнӑ. Шкул умӗнче стоянка пулӗ, урама ҫутатмалла тӑвӗҫ. Ку ӗҫ валли 11,8 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.