Пӗр-пӗр ыйтӑва хӑвӑрт татса пама кансӗрлекен сыпӑсемпе ӗҫсене пӑрахӑҫламалла. Ҫак шухӑша палӑртса хӑварнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев. Ӗҫ тӑвакан влаҫра тата ӑна пӑханакан органсенче 2021-2025 ҫулсенче перекетлӗ технологипе усӑ курӗҫ.
«Росатом» патшалӑх корпорацийӗн «Тухӑҫлӑ регион» проекчӗ ертсе пырас ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелеме пулӑшӗ.
Чӑваш Ен ертӳҫин Олег Николаевӑн хушӑвӗнче перекетлӗ производство енӗпе 53 проекта пӑхса хӑварнӑ. Вӗсемшӗн яваплисем — республикӑн Сывлӑх сыхлав, Культура, Вӗрентӳ, Ҫутҫанталӑк, Промышленность, Ял хуҫалӑх, Строительство, Транспорт, Ӗҫ, Спорт, Финанс, Цифра аталанӑвӗн, Экономика аталанӑвӗн министерствисем тата Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ.