Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Утӑ уйӑхӗн 18–24-мӗшӗнче АПШ-ра Чуралӑхри халӑхсен эрнине палӑртаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.07.2021 18:55 | 1418 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
86-90 №-лӗ саккун
86-90 №-лӗ саккун

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 1959 ҫултанпа палӑртакан мероприятисен эрни пур — Чуралӑхри халӑхсен эрни (Captive Nations Week). Ӑна кашни ҫул утӑ уйӑхӗн виҫҫӗмӗш эрнинче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вал 18–24-мӗш кунсене лекет.

Чӑн малтан ҫак мероприятисен пӗрлӗхне коммунизмла режимсен тыткӑнне лекнӗ халӑхсен шӑпи ҫине тимлӗх уйӑрас тӗллевпе йӗркеленӗ. Чи малтанхи хут ӑна 1953 ҫулта ирттернӗ, 1959 ҫулта вара ӑна саккун йышӑнса ҫирӗплетнӗ (Public Law 86-90 Captive Nations Week Resolution, 86-90 №-лӗ саккун). Саккунпа килӗшӳллӗн АПШ Президенчӗсен ҫак эрнене ирттересси пирки кашни ҫул йышӑнмалла. СССР арканнӑ пулин те саккуна халӗ те пӑрахӑҫламан. Хальхи вӑхӑтра ӑна ытларах енӗпе авторитарлӑ режимсен пусмӑрӗнче пурӑнакан халӑхсен шӑпишӗн тимлес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Кӑҫалхи эрнене ирттерни пирки пӗлтернӗ май Джо Байден Белоруссири халӑха, Китайри уйгурсене, Гонконга асӑннӑ. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра иртекен Бирмӑпа Венесуэлӑри тата Кубӑри халӑх пӑлхавӗсем ҫинчен каланӑ. Крымра пулса иртекен пулӑмсем пирки те чарӑнса тӑнӑ: унта крым тутарӗсен, украинсен тата тӗрлӗ пысӑках мар пӗрлӗхсен прависене пӑсаҫҫӗ тенӗ.

СССР вӑхӑтӗнче Чуралӑхри халӑхсен эрнинче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Идель-Урал патшалӑхне асӑннӑ пулнӑ. Кун пирки тавлашакансем те пулнӑ: Идель-Урал ятӗнче Германири нацистсен пуҫарӑвӗпе ҫыхӑну пурри пирки каланӑ. Тата теприсем яваплӑх вырӑс халӑхӗ ҫинче мар, совет влаҫӗ ҫинче пулмалли пирки сӑмах хускатнӑ. Ку ыйтӑва Вырӑс американсен конгресӗ хускатнӑ.

86-90 №-лӗ саккун тӑрӑх Чуралӑхри халӑхсен эрнине кашни ҫул, чуралӑхра пурӑнакан халӑхсем ирӗке тухиччен ирттермелле.

#АПШ, #кӑсӑклӑ, #саккунсем, #тӗнчере, #политика, #Крым

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем