Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев право йӗркине сыхлас енӗпе ирттернӗ координаци канашлӑвӗнче каланӑ-мӗн. Regnum информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, кунта сӑмах нумай хваттерлӗ ҫуртсемпе вӗсен умӗсем пирки пырать. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама муниципалитетсене ҫулталӑк ҫурӑ вӑхӑт панӑ иккен — камерӑсене 2014-мӗш ҫул вӗҫлениччен лартса ӗлкӗрмелле. Подьездсемпе картишсене камера лартма хваттер хуҫисен те «кӗмӗл» хывма тивӗ.
Хальӗхе республикӑра 7 300 ытла камера кунӗн-ҫӗрӗн ӳкерет иккен. Вӗсем пулӑшнипе преступленисене уҫса пама та ҫӑмӑл. Тата вӑрӑ-хурахӗсем те камерӑраy сисчӗвленессе шанаҫҫӗ. Сӑмах май каласан. Ҫынсем укҫа уйӑрнипе паянхи кун тӗлне нумай хваттерлӗ 73 ҫурта камерӑпа тивӗҫтернӗ иккен. Тепӗр 26-шӗнче ку ӗҫе пуҫӑннӑ.