Чӑваш Енре пурӑнакансенчен пӗр пайӗ республика тулашӗнче ӗҫлени вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ темиҫе те. Пӗрремӗшӗнчен, ялсенче ӗҫ тупма йывӑр, иккӗмӗшӗнчен, пур ӗҫ вырӑнӗсенчи шалу шайӗ тивӗҫтермест.
Официаллӑ статистикӑна ӗненсен, кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа (цифрӑсене утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне илсе кӑтартнӑ) республика тулашне 643 ҫын ӗҫе вырнаҫнӑ, ҫав шутра 220 ҫынна Шупашкарти ӗҫлӗх центрӗ урлӑ республика тулашне ӗҫе вырнаҫтарнӑ.
Ют регионсенче ҫынсене ытларах чухне сезон вӑхӑтӗнче е вӑхӑтлӑха, ҫавӑн пекех вахта мелӗпе ӗҫ сӗнеҫҫӗ.
Чылай организаци Мускавпа Мускав облаҫӗнче, Тутарстанра, Чулхулара тата Мордва Республикинче вырнаҫнӑ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен вӑхӑтлӑх ӗҫе тата тепӗр 472 вырнаҫтармалла.