Чӑваш Республикин ҫӑлавпа шырав службин темле лару-тӑрӑва лекнисене те пулӑшма тивет. Пӗрисем пӳрнери ҫӗрре хываймаҫҫӗ, теприсем хваттер алӑкне уҫса кӗреймеҫҫӗ...
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тата утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫӑлавҫӑсен юханшыври кимӗсене ҫыран хӗрне кӑларма пулӑшма тивнӗ.
Ӗнер 19 сехет те 6 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӑлав станцийӗн ӗҫченӗсене Атӑлта пӗр кимӗ сӳнсе ларнине пӗлтерекенсем тупӑннӑ. «Неман» катер ҫине ларса специалистсем пӑтӑрмах вырӑнне васканӑ. Ишев хатӗрӗ ҫинче пулнӑ арҫын ҫӑлавҫӑсене хытах тав тунӑ.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче полици нарячӗ Куславккари ҫӑлав станцине Атӑл тӑрӑх ҫынсӑр-мӗнсӗр кимӗ юхса пынине пӗлтернӗ. Кимӗ патне пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем унта арҫын ҫывӑрнине асӑрханӑ. Лешӗ, хӗрӗнкӗскер, хуп турттарнӑ иккен.