Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Суда чӑвашла ирттерме ыйтни кӑлӑхах пулнӑ — Трихалкин килӗшмен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.05.2013 23:30 | 2170 хут пӑхнӑ
Эдуард Мочалов суд умӗнче
Эдуард Мочалов суд умӗнче

Муркаш район сучӗ ӗнер «Сӗтев» хаҫата хирӗҫ пуҫарнӑ ӗҫе пӑхса тухма пуҫланӑ. Аса илтеретпӗр, тӳре-шара Илле Иванов журналиста «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн айӑплать, экспертсен шухӑшӗпе ҫак статья вырӑспа чӑвашс халӑхӗсем хушшинче хирӗҫӳ кӑларать имӗш.

Хаҫатӑн тӗп редакторӗ Эдуард Мочалов суд умӗнче пӗчченле пикета та тухса тӑнӑ тет-ха та, анчах усси пулман.

Судӑн пӗрремӗш ларӑвӗнче хӳтӗлевҫӗсем тӑратнӑ нихӑш ҫырӑва та йышӑнман иккен. Сӑмахран, Илле Иванов ларӑва чӑвашла ирттерме сӗннӗ — судья унпа килӗшес темен. Ҫавӑн пекех суд материалӗсене чӑвашла куҫарса пама ыйтсан та ҫак ӗҫе пӑхса тухакан Трихалкин Сергей Владимирович унпа килӗшмӗн.

Илле Иванов судра чӑвашла анчах каланӑ пулин те унӑн сӑмахӗсене вырӑсла тӑлмач куҫарса пынӑ. Вырӑсла калаҫусене чӑвашла куҫарма ыйтнӑ пулин те судья ун хӳттине кӗмен.

Тепӗр лару ҫӗртмен 4-мӗшӗнче иртмелле. Чӑн та суд епле пынине вулатӑн та чӑваш чӗлхине ним вырӑнне те хуманнине куратӑн. Тӳре-шара та курать, анчах нимӗн те тӑвасшӑн мар. Ыйтас килет — чӑваш пӗтсен вырӑссем миҫе кун савӑнӗҫ-ши? Асӑрхаттарас та килет — чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет тенине пирӗн халӑх ахаль каламан. Вӑйӑран вӑкӑр тухать тенине асра тытса тем тесен те чӑвашсене хирӗҫ ӗҫлеме пӑрахмаллах ӗнтӗ.

#айӑплав, #суд, #Сӗтев, #Муркаш районӗ, #хаҫатсем

 

Комментари:

2013.05.26 00:01
Аçтахар Плотников
Ку суд хыççăн ман шутпа судьян хăйĕн хушаматне улăштармах тивет. Ытла чапа тухĕ.
//чăваш-ши вăл?
Agabazar // 1546.9.5144
2013.05.26 08:37
Agabazar
Admin:"«Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшăн айăплать..." Çак статьяра кама та пулсан АБАЖУР туса хурайманнишĕн ÿкĕнни çук.
Migulaj // 2812.42.2393
2013.05.26 10:37
3.Чăвашсен Аслă Канашĕнче,судра,шкулта тата ытти Патшалăх çурчĕсенче халех ырана хăвармасăр чăваш чĕлхипе усă курма тытăнмалла
4.Шкул программине улăштармалла.Унта чи кирли чăваш чĕлхи тесе палăртмалла.Кам чăваш чĕлхине вĕренмест е япăх вĕренет тепĕр класа куçармалла мар.Чăваш республикинчи Аслă шкула, техникума вĕренме кĕрес экзамен чăваш чĕлхипе пулмалла.
Migulaj // 2812.42.2393
2013.05.26 10:38
5.Чăвашсен инçекуравне (television),радиова аталантармалла. Инçекуравĕ 10 сехетрен кая мар,радио чăвашла çĕрĕн-кунĕн (24 сехет) ĕçлемелле.
6.Рекламăсем пысăк саспаллипе чăвашла,ют чĕлхепе пĕчĕк саспаллипе пулмалла.
Migulaj // 2812.42.2393
2013.05.26 14:43
Чăваш чĕлхине Çĕр çинче çăлса хăварас тесен нумаях та тумалла мар.Ăна ытти çĕршывсенчи пек тăван чĕлхене хӳтелес ĕçсене çеç туса пымалла.Вĕсенчен чи кирлисем:
Migulaj // 2812.42.2393
2013.05.26 14:44
2.Ун хыççăн чăваш чĕлхине сыхлакан (тĕрĕслекен) инспекци тумалла.Çав çуртсенче ĕçлекенсем чăваш чĕлхипе усă курмаççĕ пулсан вĕсене малтан штраф памалла тата тепре тытсан ĕçрен кăларса ямалла.Штрафĕ пĕчĕк пулмалла мар.
Migulaj // 2812.42.2393
2013.05.26 15:40
1Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче тепĕр 5 çултан тĕп чĕлхе пулать текен саккуна йышăнса çирĕплетмелле.Çав 5 çул хушшинче Патшалăх çурчĕсенче,шкулта,суту-илӳре ĕçлекенсен кам чăвашла пĕлмест чăваш чĕлхине вĕренмелле те экзамен памалла.Çавăнта ĕçлекенсен чăваш чĕлхине çителĕклĕ шайра пĕлет текен хут пулмалла.Кам чăваш чĕлхине пĕлмест вĕсем çав вырăнта ĕçлеме пултараймаççĕ
Agabazar // 1184.12.0453
2013.05.26 23:50
Agabazar
Микулай, тавтапуç сĕнекен ăнăçлă концепцишĕн. Анчах та суд пирки мĕн шутлатăр-ха?
Migulaj // 2812.42.2393
2013.05.27 08:32
Эпĕ çырни вăл манăн шухăш мар.Вăл тĕнчери тăван чĕлхе саккунĕ.Ăна Европăри нумай çĕршывсен чĕлхе саккунĕсенче курма пулать.Чăвашсен хăйсем нимĕн шутласа кăларма кирлĕ мар.Пирĕн тĕнчери чĕлхе саккунне çеç çирĕплетмелле те пурнăçа кĕртсе пыма тытăнмалла.
Migulaj // 2812.42.2393
2013.05.27 08:41
Ку вăл суд мар, мĕншĕн тесен унта Чăваш республикин Конституцин 8-мĕш статьине тислĕк вырăнне хураççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем