Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ» ята тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.08.2021 18:41 | 2553 хут пӑхнӑ
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Енри темиҫе ҫынна тӗрлӗ хисеплӗ ят пама, пысӑк наградӑсемпе чыслама йышӑннӑ. Ҫав йышра культурӑра ӗҫлекенсем те пур.

«Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ» ята Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн пайташне Раиса Сарпине пама йышӑннӑ.

Музыка ӳнерӗнчи пултарулӑхшӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗн вокалистне (солистне) Юрий Каткова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.

«Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят парса Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн правленийӗн председателӗн ҫумне Светлана Гордеевӑна, Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш ӳнер шкулӗн преподавательне Людмила Зиновӑна, Шупашкарти «Салют» культура ҫурчӗн «Волжанка» педагогика ӗҫӗн ветеранӗсен халӑх хорӗн хормейстерне Андрей Урмавшина хавхалантарнӑ.

#поэтсем, #культура, #чыславсем, #ят-сум, #ҫыравҫӑсем, #ӳнер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 3939.4.7384
2021.08.16 11:13
Аранах!.. Аранах "Чӑваш халӑх поэчӗ" ята ХӖРАРӐМ тивӗҫлӗ пулчӗ!.. Кун пеккин хӑҫан та пулсан пулмаллахччӗ!
Чунтан-чӗререн саламлатӑп пӗтӗм пурнӑҫне Чӑваш Литературине халалланӑ хисеплӗ Раиса Васильевнана ӗмӗрлӗхе асра тата историре юлакан ҫак Ҫӗнтерӳпе!
Валери ТУРКАЙ
Эп // 2340.26.3744
2021.08.18 15:26
Кала-ха,Туркай, мĕскер çĕнтерĕвĕ вара кунта, халăх поэчĕ ятне илнинче? Кама çĕнтернĕ пулать Сарпи?
ялтан // 3237.48.4927
2021.08.19 11:11
Черетре Светлана Асамат, докуменчӗсем ҫӳллӗ ҫуртра ӗнтӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем