Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра чару мерисене ҫирӗплетме пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян ҫавӑн пек мерӑна йышӑннӑ та.
Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ ҫирӗп йӗрке Улатӑр хулинче, Улатӑр районӗнче тата Пӑрачкав районӗнче эрнене тӑсӑлӗ. Лару-тӑру лайӑхланмасан чару вӑхӑтне тата тӑсӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне ҫынсен вилеслӗх кӑтартӑвӗ Чӑваш Енре 100 пин ҫын пуҫне 138,5-пе танлашнӑ, Улатӑрта ҫав кӑтарту — 297,1, Улатӑр районӗнче – 293,2, Пӑрачкав районӗнче – 195,8. Вӑрмар районӗ те хӑрушлӑх зонинче, анчах унта хальлӗхе чару мерисене ҫирӗплетмен.
Маларах асӑннӑ виҫӗ муниципалитетра массӑллӑ мероприятисем (ҫав шутра суйлав умӗнхи агитаци те) ирттермӗҫ. Обществӑлла апатлану предприятийӗсем каҫхи 9 сехетчен ҫеҫ ӗҫлӗҫ, зал 50 процентран ытла тулли пулмалла мар.