Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Олег Николаев: «Чӑваш чӗлхи пӗтесси ҫинчен калаҫмалла мар»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.08.2021 05:07 | 1562 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаве шухӑшланӑ тӑрӑх, «чӑваш чӗлхи пӗтесси ҫинчен калаҫмалла мар, унӑн аталанӑвӗ пирки ҫеҫ сӑмах пулмалла». Ҫакӑн пирки вӑл «Хыпар» хаҫата панӑ интервьюра палӑртса хӑварнӑ.

«Олег Алексеевич, паян эпир сирӗнпе чӑвашла ҫапла ирӗклӗн те ҫӑмӑллӑн калаҫма пултарни савӑнтарать. Республика Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнсан эсир чӑваш чӗлхине упрама, аталантарма ятарлӑ ҫум программа ҫирӗплетрӗр. Чӗлхе пӗтессин процесне чарма кая юлмарӑмӑр-ши?» — тенӗ «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина республика ертӳҫине.

Олег Николаев ҫапларах хуравланӑ: «Манӑн шухӑшпа, чӑваш чӗлхи пӗтесси ҫинчен калаҫмалла мар, унӑн аталанӑвӗ пирки ҫеҫ сӑмах пулмалла. Пирӗн тӑван чӗлхепе пуплеме /ҫав шутра — патшалӑх ӗҫӗсем ҫинчен те/ май пурри чӗлхе пурӑннине ҫеҫ мар, вӑл аталаннине те кӑтартать. Паллах, аталану программи кирлӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ: ӗҫсене патшалӑх шайӗнче йӗркелеме тата бюджетран укҫа-тенкӗ уйӑрма программӑсем хатӗрлемелле, унсӑрӑн пӗлтерӗшлӗ мероприятисене ирттереймӗпӗр. Ҫак ҫум программа пулӑшнипе пирӗн чылай шухӑш пурнӑҫланать. Паян наци хаҫат-журналӗ, телекуравӗ аталаннине куратпӑр, тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем валли чӑвашла кӗнекесем пичетленеҫҫӗ…»

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #МИХсем, #культура, #интервью

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ухмаххи // 1083.70.1620
2021.08.17 11:29
"Чӗлхе пӗтессин процесне"... Вăт — пыр та калаç! Мĕн тери вăйлă çавăрттарса каланă. "Чăвашла пуплетпĕр теççĕ" тата. Тепĕр ыйтăвĕ вара (тулли варианчĕ "Хыпар" хаçатра) мана, ухмаха, анратсах ячĕ: "Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, регионти вăтам ĕç укçи 35 пин тенкĕрен иртни паллă. Республикăри шалу çав шая чăнах та çитрĕ-ши?" Кăна тĕп редактор ыйтать, ухмаха персе. Унăн корреспонденчĕсем миçе пин илеççĕ-ши? Ахăртнех, вăл пĕлмест. Пĕлет пулсан, чăн-чăн хуçа, меллĕ самантпа усă курса, "пирĕннисенне те çав вăтам шая мĕнле çитермелле-ши?" тесе ыйтăччĕ. Ман хамăн вăтам ĕç укçи аран-аран 20 пин патнелле çывхарать те... Çавăнпа хама "Ухмаххи" тетĕп те. Ăслă çын çав шалушăн йĕм çĕтсе лармасть ĕнтĕ.
Алексин // 3237.48.4927
2021.08.19 10:43
Етӗрнере темиҫе ҫул каялла чӑваш чӗлхине вӗрентекенсемпе тӗлпулу йӗркеленӗччӗ. Ҫавӑнта пӗр учитель питӗ вырӑнлӑ тухса калаҫрӗ: "Мӗншӗн "Хыпар" хаҫат (ун чухне тӗп редактор А. Леонтьевчӗ) пӗр кун сиктермесӗр чӑваш чӗлхи кӗҫех пӗтесси пирки ҫырать, ҫавна пулах пире ачасене тӑван чӗлхене вӗрентме йывӑрланса ҫитрӗ". Чӑнах та, ЮНЕСКО кӑларнӑ документӑн тӗрӗс мар куҫарӑвне ҫултарлӑк ытла иртсен туртса кӑларса "хыпарҫӑсем" кӗрлеттерме тытӑннӑччӗ, хӑшӗсем савӑнсах ҫыратчӗҫ (ӗненмесен подшивкӑна уҫкаласа пӑхӑр). Леонтьевпа хӑйӗнпе кун пирки калаҫсан вӑл ку темӑна чарма кӑна мар, вӑйлатма кирлине палӑртрӗ, "чан ҫапма пуҫламалла" терӗ. Хальхи лару-тӑру патне таврӑнса ҫакна калас килет: Олег Алексеевич питӗ тӗрӗс асӑрхаттарчӗ, чӑнах та, кун пирки палкама чарӑнма вӑт мар-и?
Михайлов Виталий Михайлович // 3210.924
2021.08.19 13:28
Чăваш шкулĕсем кăçал пилĕк кун вĕренмелли тăрăма куçаççĕ. Çавна май кашни класра чăваш чĕлхи 3-4 сехет пулнă пулсан халь вара 1-2 сехет çеç юлать. Хăш-пĕр класра 1 сехет те çук. Çакă мар-и-ха чăваш чĕлхине пĕтерсе пыни?
Ухмаххи // 1083.70.1620
2021.08.20 14:07
Эх, Алексин, Алексин... Кам юррине юрламаллине вĕренсе çитрĕн-и? "Чăваш чĕлхи чечекре, çимĕçĕ ăнса пулать, уйрăмах - кĕнеке издательствинче" тесе алă çупса ташла тата. Виталий Михайлович хыпарланине вуласан вара... Кам хушнипе тăван чĕлхерен çапла мăшкăллаççĕ-ши? Шупашкарти "çурта" умне чăваш чĕлхине хÿтĕлесе выçă тытма тухса ларсан тÿрех тытса каяççĕ пуль халь. Ара, «Чӑваш чӗлхи пӗтесси ҫинчен калаҫмалла мар» теççĕ вĕт чи аслисем те, чи ăслисем.
Алексин // 1695.03.4824
2021.08.23 09:34
"Чӗлхе пӗтессин процесне"... Ҫак пуклаккӑн "ҫавӑрттарса" каланӑ сӑмаха пуҫ тавра ҫавӑрса пӑхӑр-ха. Кам каланӑ ҫакна? Ҫавӑн шайне анса лартӑмӑр-ҫке.
"Ал ҫупасси" пирки кутӑна кайса чылайччен сурчӑк сирпӗтме пулать, "пӗтесси" пирки" те чан ҫапма ҫӑмӑл. Анчах мӗн усси? Мӗншӗн ишӗлсе пырать ӗҫ-пуҫ, кам чӑрмантарать пире? Ҫакӑн пирки хӑюллӑн калаҫмалли пирки пырать сӑмах. Анчах уҫкалӑр-ха "Хыпара", тупайӑр-и пӗр-ик статья та пулин. Чан ҫапма вара "Ухмаххи" те пултарать, хуш кӑна.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем