Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ рашчара ӗҫлет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.08.2021 06:09 | 1842 хут пӑхнӑ
Хулара

Хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ рашчара ӗҫлет. Иртнӗ уйӑхӑн 21-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ельниковская роща» (чӑв. Ельниково рашчи) автономи учрежденине Валерий Андреев ертсе пыма тытӑннӑ. «Ҫыхӑнура» порталта хыпарланӑ тӑрӑх, хальлӗхе — пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлакан пулса.

Валерий Викентьевич Ельниково рашчинче пуҫлӑх пулса унччен ӗҫленӗ. Унпа контракта 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче татнӑ. Эпир маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланин официаллӑ майпа ҫирӗплетмен сӑлтавӗ — йывӑҫсене каснӑ пирки прокуратура тӗрӗслев пуҫарни.

Андреев Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса та тӑрӑшнӑ. Ҫав лава 2002 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса 2008 ҫулхи пуш уйӑхӗччен туртнӑ. Халӑхра ҫӳрекен сӑмах-юмаха ӗненсен, Валерий Андреев отставкӑна кайнин сӑлтавӗ — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессипе ирттернӗ референдума тивӗҫлипе йӗркелеме пултарайманни.

Аса илтерер: 2008 ҫулхи референдумра Шупашкар ҫыннисен 75 проценчӗ спутник-хулапа пӗрлешес тенӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисен 61 проценчӗ хирӗҫ сасӑланӑ. Вӑл вӑхӑтра Чӑваш Ене Николай Федоров ертсе пынӑ.

Кайран Валерий Андреев тӗлӗшпе сӗтев илнӗ, улталанӑ, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 2015 ҫулта вӑл ирӗке тухнӑ, рашча ертӳҫи пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.

#референдумсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #тӳре-шара, #Шупашкар, #политика, #ӗҫ вырӑнӗсем, #вӑрмансем, #статистика, #пуҫиле ӗҫсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Çавах // 3000.76.3861
2021.08.23 09:25
Ельниково рашчи мар, Тĕкĕрç рашчи (е вăрманĕ)
Илле Иванов // 2849.42.9126
2021.11.23 03:39
Паллах, чĕлхене ют чĕлхе сăмахĕ кĕмесĕр пулмасть. Уйрăмах, çĕнĕ ăнлав кĕнĕ чухне. Анчах та мĕн сăлтава пула чăваш чĕлхинче пур ăнлава вырăсла калăплатпăр? Тĕкĕрç кати е Тĕкĕрç вăрманĕ. Рашча - тискер илтĕнет. Чăваш чĕлхишĕн ют пулни тÿрех паллă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем