Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Алексей Трофимов ӳнерҫӗн кӗнекине хӑтлӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.08.2021 05:21 | 1640 хут пӑхнӑ
Персона

Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче паян, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Алексей Трофимов ӳнерҫӗн «Скульптор-монументалист Анатолий Брындин. Принципы стилеобразования и пластическая структура» кӗнекине хӑтлӗҫ. Мероприяти 16 сехетре пуҫланӗ.

Маларах асӑннӑ кӑларӑма 2019 ҫулта Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.

Анатолий Брындин — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, скульптор-монументалист, Брындинсен типографийӗн ертӳҫи. Ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнче вӑл 80 ҫул тултарнӑ. Анатолий Брындин 1941 ҫулта Тутарстанра ҫуралнӑ. Пилӗк ҫулта ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ, вуннӑра — ашшӗсӗр. Шупашкарта пурӑнакан тӑванӗ усрава илнӗ хыҫҫӑн пирӗн республикӑна куҫса килнӗ. 1961 ҫулта Шупашкарти художество училищине вӗренме кӗнӗ, 1968 ҫулта — Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ аслӑ ӳнерпе промышленность училищине. 2013 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.

#вулавӑшсем, #Тутарстан, #Шупашкар, #хӑтлавсем, #кӗнекесем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2991.81.3279
2021.08.26 20:57
Agabazar
Алексей Трофимов çĕре кĕнĕ, вилнĕ хыççăн тейĕпĕр...
Валери ТУРКАЙ // 2684.3.3485
2021.08.31 03:17
Пӑрахӑр-ха, тархасшӑн, ҫав "хӑтлӗҫ" сӑмахпа халӑха пӑтратма-минретме! Пӗр "шипкӑ умнӑйӗ" тахҫан таҫтан туртса кӑларчӗ те ҫак сӑмаха, ыттисем, попугайсем пек, пуҫларӗҫ вара
хӑтлатма та хӑтлатма, хӑйсенчен хӑйсем супер-купер патриотсем тума!
"Хӑтлани" сӑмахсӑрах аслӑ та пуян чӑваш чӗлхинче питӗ кӑмӑллӑ, пурте пӗлекен "ХАКЛАНИ" тата "ХАК ПАНИ" сӑмахсем пур.
Мӗн, "Алексей Трофимов кӗнекине хаклӗҫ е хак парӗҫ" тени япӑх пулать-им вара?.. Пӗртте япӑх мар!
ПӐСПА мар, ӐСПА пурӑнар-ха!
Валери ТУРКАЙ. 89278555480

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем