Хӗрарӑмсем те руль умне ӳсӗрле ларма юратаҫҫӗ.
«Советская Чувашя» хаҫа Инстаграмра ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, сӑмахран, Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче 27 ҫулти хӗрарӑм хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑпа ҫул айккине чӑмнӑ. Аллине хуҫнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Лере тухтӑрсем тӗрсленӗ те организмра 0,705 мг эрех пулни палӑрнӑ. Арҫыншӑн та ун чухлӗ эрех ӗҫни нумай теҫҫӗ специалистсем.
«Кӳкеҫ — Тутаркасси — Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫул ҫинче 29 ҫулти хӗрарӑм инкеке лекнӗ. Шупашкар районӗнче пурӑнаканскер «Фольксваген Поло» машина рульне тытса пынӑ. Машина ҫул айккине чӑмсан вӑл аманнӑ. Анчах хытах мар. Вӑл та ӳсӗр пулнӑ.