Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫурла уйӑхӗнчи ӗҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.09.2021 12:31 | 1367 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Ҫурла уйӑхӗ вӗҫленнӗрен Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ иртнӗ уйӑхри ӗҫе пӗтӗмлетме пултарать. Ку хутӗнче пирӗн ӗҫ ҫӑмӑл пулмарӗ, ҫавна май уйӑх хушшинче 35 пин те 407 ҫӗнӗ мӑшӑр ҫеҫ тума пултартӑмӑр. Ҫапла май чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрсен йышӗ 944 пин те 925-е ҫитрӗ.

Иртнӗ уйӑхра текстсен тӗрӗслевӗ чиперех пулса пычӗ пулсан, вӗсене мӑшӑрласси вара йывӑрлӑхсемпе тӗл пулчӗ. Рафаэлло Джованьолин «Спартакне», сӑмахран, мӑшӑрлама питӗ йывӑр. Тӗнче тетелӗнче тӗл пулакан вырӑсла текстсем чӑвашлипе тӳр килмеҫҫӗ, ҫавна май вӗсен пуплевӗшӗсене мӑшӑрлас тесен самай пуҫ ватма тивет. Унччен ҫавнашкалли Виктор Гюгон «Тӑхӑрвунвиҫҫӗмӗш ҫулӗпе» пулсаччӗ: ку чӑвашла кӗскетнӗ варианта куҫарнипе ҫыхӑннӑччӗ. Жюль Вернӑн «Вунпилӗк ҫулхи капитанӗпе» те ҫавнашкал йывӑрлӑх тухсаччӗ. Анчах кунта сӑлтавӗ урӑххиччӗ: тӗнче тетелӗнче урӑх ҫын куҫарӑвӗ ытларах тӗл пулатчӗ. Ун чухне тепӗр куҫарӑва тупнӑ хыҫҫӑн мӑшӑрлану йӗркеленсе кайнӑччӗ.

Ҫавӑн пекех Сидор Ковпакӑн «Путивльрен Карпата ҫитиччен» повеҫне мӑшӑрлама йывӑр пулчӗ — кунта ӗнтӗ Илле Тукташ куҫарӑвӗ пирӗн ӗҫе кӑткӑслатрӗ. Вӑл вырӑсла вӑрӑм пуплевӗшсене пӗчӗкреххисем ҫине пайласа куҫарнӑ. Мӑшӑрланӑ чухне вара вырӑсла кашни пуплевӗше пирӗн пайласа ларма тиврӗ...

Юрий Германӑн «Феликс Дзержинский» кӗнекипе вара тепӗр йышши йывӑрлӑхпа тӗл пултӑмӑр: унӑн кӗнекине чӑвашла куҫарнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫак хайлава самай ҫӗнетнӗ иккен. Каласа хӑварас пулать: вӑл е ку кӗнекене мӑшӑрлама илес умӗн эпир вырӑсла варианчӗ пуррипе ҫуккине шыраса пӑхатпӑр, пур пулсан ҫеҫ мӑшӑрлас ӗҫе илетпӗр. Вырӑсла варианчӗ ӗҫлеме юрӑхсӑррине чӑвашла текста хатӗрлесе ҫитернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ куртӑмӑр. Ыйтӑва тӗпченӗ хыҫҫӑн пире 1941 ҫулта тухнӑ «Железный Феликс» ятлӑ кӗнеке кирли паллӑ пулчӗ. Анчах пирӗн вулавӑшсенче вӑл ҫук. Вара пире «Мешок» ятлӑ сайт пулӑшрӗ — унта букинистсем кивӗ кӗнекесене сутлӑха лартаҫҫӗ. Ҫапла май 295 тенкӗ тӑкакласа пирӗн Ленинград облаҫӗнчи Пушкино хулинчен ҫак кӗнекене туянма тиврӗ. Раҫҫей почти ӑна эрне хушшинче ҫитерсе пачӗ те эпир Юрий Германӑн «Феликс Дзержинскийне» икӗ кун хушшинче мӑшӑрласа пӑрахрӑмӑр та. Вырӑсла кӗнекене эпир Чӑваш Республикин наци вулавӑшне парнелес шухӑшлӑ.

Хальхи вӑхӑтра эпир Иван Кожедубӑн «Тӑван ҫӗршывшӑн» автобиографиллӗ повеҫне, Владимир Дуровӑн «Манӑн кайӑксем» калавсен пуххине мӑшӑрлатпӑр. Ҫавӑн пекех мӑшӑрласса Чжоу Ли-бон «Ҫил-тӑвӑл» романӗ, Виктор Баныкинӑн «Чапаев ҫинчен» хайлавӗ, Максим Горькийӗн «Фома Гордеев» повеҫӗ кӗтеҫҫӗ.

Пирӗн ӗҫе пулӑшакансене те тав сӑмахӗ калас килет. Нумай пулмасть эпир Google.Translate сообществинче акӑлчанларан чӑвашла куҫарса пулӑшма ыйтнӑччӗ. Пулӑшакансем тупӑнчӗҫ. Вӑл хыпара ҫырнӑ чухне чӑваш чӗлхин кӑтартӑвӗ 1400-пе танлашатчӗ пулсан, паянхи куна вӑл 2700-е ҫитрӗ (1800 тӗрӗсленӗ, 900 куҫарнӑ). Пулӑшакансене пысӑк тав сӑмахӗ!

Хыпара вӗҫленӗ май яланхи пекех ытти кӑтартусен ҫитӗнӗвӗсене палӑртар. Текстсен йышӗ 2381 ҫитрӗ (+41). Каласа хӑварас пулать, пирӗн корпусра ҫак уйӑхра текстсен тепӗр тӗсӗ хушӑнчӗ — энциклопедиллӗ тӗс. Вӗсен йышӗнче эпир, сӑмахран, Википединчи текстсемпе пуянлатса пырӑпӑр. Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра пурӗ унашкал 5 текст пур. Корпусри пуплевӗшсен йышӗ 1 миллионран каҫрӗ те 1 022 969-а ҫитрӗ (+39 039). Сӑмахсен йышӗ иртнӗ уйӑхра 10 401 878 сӑмах таран ҫитрӗ. Ку вӑл ҫурла уйӑхринчен 368 пин те 463 сӑмах ытларах.

#сайтсем, #ҫитӗнӳсем, #чӑваш чӗлхи, #ЧЧЛ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем