18 ҫулти каччӑна ток ҫапнӑ. Халӗ ҫав пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем тӗпчеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 238-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе килӗшӳллӗн тӗпчеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑсса пулӑшу кӳни ҫын вилнипе вӗҫленсен ҫав статьяпа ӗҫ пуҫараҫҫӗ.
Пӑтӑрмах 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинчи «VILLAGE» хӑна комплексӗнче пулса иртнӗ. Шупашкар каччи бассейна епле ӑшӑтнине пӗлменрен шыва чӑмнӑ. Ҫамрӑка ток ҫапнӑ, вӑл инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Бассейнпа епле усӑ курнине, ытти ҫынна та вӑл шар кӑтартнипе кӑтартманнине палӑртас тесе тӗпчевҫӗсем унта пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен пуҫӑнса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен каннӑ ҫынсене сасӑ пама ыйтаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗн телефон номерӗ — (8352) 62-04-05.