Кӗҫӗн Пӑла юханшывӗнче пулӑсем вилеҫҫӗ. Кӗҫех шапасем те юлмасран кулянаҫҫӗ Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакансем.
Мӗн пулса иртет унта? Ҫынсем ҫакна вырӑнти сыр пӗҫерекен савутпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, предприяти лайӑх мар шыва Таяпа юханшывне ярать, лешӗ вара Кӗҫӗн Пӑлана юхса кӗрет. Савут директорӗ те тунмасть: тасатмалли сооруженисем юрӑхсӑра тухнӑ, ҫӗннисене вара туянса ӗлкӗреймен.
Унччен юханшывра шыв таса пулнӑ, ҫынсем шыва кӗнӗ. Халӗ вара ӑна хурсем те ӗҫесшӗн мар. Валерий Орлов кашни кун юханшыв хӗррине кайса вилнӗ пулӑсене пуҫтарать, шыва тасатать, унсӑрӑн ялта лайӑх мар шӑршӑ сарӑлӗ.
Район прокуратури административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне Росприроднадзор савута штраф ҫырса панӑ. Ҫапах ним те улшӑнман, пулӑсем ҫаплах вилеҫҫӗ.