Шупашкарти Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк ҫемьере йӗкӗреш ҫуралнӑ. Вӗсем – хӗрачасем.
Ашшӗ-амӑшӗ ачасем валли илемлӗ ят суйлама тӑрӑшнӑ. Пӗрне Ангелина тесе ят хунӑ. Теприн вара ячӗ питӗ хӑйне евӗр. Вӑл «Сумерки» фильмри тӗп сӑнарӑн ячӗ пекрех янӑрать: Рэнэсмэ.
Сӑмах май, «Сумерки» фильмри тӗп сӑнарсен Эдвардпа Бэлла Калленӑн хӗрӗ Ренесми ятлӑ.
Базиль Кириллов // 2797.46.2235
2021.09.15 15:30 | |
Автор вӗри пӑтӑ ҫинӗ пек сӑмахлать: темле ӑнланмалла. |