Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче пирӗн ҫӗршывра «Пушкин картти» проект вӑя кӗнине эпир унччен темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ.
Проекта пирӗн республикӑри 15 культура учрежденийӗ хутшӑнӗ. Вӗсем ҫамрӑк куракансене авӑн-юпа уйӑхӗсенче кӑна 180-а яхӑн экскурсипе куравпа, ӑсталӑх сехечӗсемпе, концертсемпе спектакльсемпе савӑнтарӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн икӗ эрнинче «Пушкин картти» проектпа килӗшӳллӗн 1100 ытла билет илнӗ те.
Ҫӗнӗлӗхпе ытларах ҫынна паллаштарас тата усӑ куртарас тесе Шупашкарти чарӑнусенче стендсем вырнаҫтарма тытӑннӑ.
Проекта хутшӑнакан пулӑмсемпе организацисен списокӗпе ЧР Культура министерствин сайтӗнчи ятарлӑ баннерта паллашма май килӗ.