Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Театр ӗҫченӗсем стипендие тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.09.2021 21:08 | 1519 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Республикин Театр ӗҫченӗсен союзӗн хӑш-пӗр пайташӗ кӑҫал хӑйсен пултарулӑх проекчӗсене пурнӑҫлама РФ Театр ӗҫченӗсен союзӗн стипендие тивӗҫнӗ. Сумлӑ йыша 6 ҫын кӗнӗ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистки Наталья Ахмед — кӗҫӗн тата вӑтам шкул ҫулӗсенчи ачасем валли «Бабушкины сказки – Бабушкин волшебный сундучок» (чӑв. Асанне юмахӗсем — Асаннен асамлӑ арчи) ярӑмпа спектакльсем лартма; Пукане театрӗнчи Алина Каликова — «Особые-Разные-Равные» (чӑв. Расна-Тӗрлӗрен-Тан) проект валли; асӑннӑ театрӑн илемлӗх ертӳҫи Юрий Филиппов — Чӑваш Ен Раҫҫей йышне кӗнӗренпе 470 ҫул ҫитнине халалласа «Улетай на крыльях ветра» (чӑв. Ҫил ҫуначӗпе вӗҫсе кай) программа хатӗрлеме; Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи Сергей Павлов — Юлия Николаеван «Инкеклӗ телей» повеҫӗ тӑрӑх инсценировка лартма; асӑннӑ театрти Наталия Сергеева — «Сказка о волшебном щучьем Слове» (чӑв. Асамлӑ сӑмах ҫинчен юмах) сывлӑх енчен хавшак ачасем валли интерактивлӑ спектакле лартма; «Станиславский.КОМ» театрти Александр Романов — интернатра вӗренекен ачасем валли «От сердца к сердцу» (чӑв. Чӗререн чӗре патне) проект хатӗрлеме.

#укҫа-тенкӗ, #пултарулӑх, #артистсем, #театрсем, #культура, #проектсем, #спектакльсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-195391620_615
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем