Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ярапайкассинчи тӳре-шара ята кӗнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.09.2021 07:39 | 857 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗн тӗп ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хӗрарӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл стройорганизацисенчен пӗринпе подряд килӗшӗвӗ тунӑ. Унта сӑмах вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса Кӳстерекре лартнӑ палӑк вырӑнне хӑтлӑх кӳресси пирки пынӑ. Анчах подрядчик ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламан – кирлӗ пек юсаса ҫӗнетмен, тирпейлемен. Апла пулин те ял тӑрӑхӗ документсене алӑ пусса панӑ. Унтан подрядчика 60 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла вара туса пӗлтермен ӗҫшӗнех хысна укҫине тӑкакланӑ.

#пӑтӑрмахсем, #укҫа-тенкӗ, #Кӳстерек, #Ярапайкасси, #Муркаш районӗ, #палӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Эдуард Валерьевич Мочалов // 1191.9.0783
2021.09.28 20:34
Ку хĕрарăмăн çылăхĕсем пайтах - следстви ĕçлемест. Пĕлтĕр республика автономие илнин 100 çулне палăртнипе, пур ялсене юсав-илем кĕртме 100-шер тенке уйăрнăччĕ. Çак укçапа мĕн тумаллине ял халахе хайен шутламалла пулнă. Ярапайкассинчи Тури Томлай ялĕнчи ял йышсем беседка пирки ĕмĕтленнĕ. Курăр çак тĕлĕнтермĕше.




Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем