Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Лайӑх кӳршӗ аякри тӑванран паха

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 30.05.2013 17:34 | 1521 хут пӑхнӑ

Тӑван халӑхӑмӑр хушшинче анлӑ сарӑлнӑ ҫак каларӑша паян Пушкӑртстан Президенчӗ Рустэм Хамитов Чӑваша килсен пирӗн чӗлхепе каланӑ. Аса илтеретпӗр, паянпа ыран пирӗн патӑмӑрта пушкӑрт культурин кунӗсем иртеҫҫӗ.

Ҫавна официаллӑ майпа уҫма Пушкӑртстанран сумлӑ делегаци килсе ҫитнӗ. Мероприятие паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Хӑнасене чӑваш, вырӑс тата пушкӑрт халӑх тумӗсене тӑхӑннӑ хӗрсемпе каччӑсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чак-чакпа тата кумыспа кӗтсе илнӗ.

Михаил Игнатьев пирӗн республикӑсен ҫыхӑнӑвӗ ҫирӗппине палӑртнӑ май пушкӑрт ҫӗрӗ пире чаплӑран та чаплӑ поэтсене — Константин Ивановпа Ухсай Якковне — парнеленине асӑнса хӑварнӑ.

Мероприятие официаллӑ майпа уҫиччен Михаил Игнатьевпа Рустэм Хамитов «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнчи Ҫар мухтавӗн монуменчӗ патне чечек хунӑ. Унтан вӗсем Чӑваш наци музейне, «Экра» ӑслӑлӑхпа производство предприятине ҫитсе курнӑ.

Пушкӑртстанӑн культура кунӗсем Шупашкарта ҫеҫ мар, Элӗк, Трак тата Муркаш районӗсенче иртеҫҫӗ.

#Пушкӑртстан, #Муркаш районӗ, #Красноармейски районӗ, #Шупашкар, #театрсем, #чечек хуни, #хӑнасем, #Элӗк районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем