Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем 32 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Нӗрӗш ялӗнче пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм уйрӑм ҫыннӑн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ хыпара сарнӑ. Ҫак утӑма тума ӑна упӑшкине кӗвӗҫни хистенӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫавӑн пек майпа 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен хӑтланнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗн упӑшкине тепӗр хӗрарӑм ҫумне кӗвӗҫнӗ. Ытахальтен мар темелле. Арҫыннӑн компьютерӗнче вӑл хӗрарӑмӑн интимлӑ сӑнӳкерчӗкӗсемпе видеосене асӑрханӑ. Ҫавсене хӗрарӑм мессенджерсенче ют ҫынсене ярса панӑ.