Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Сарӑ ҫӳҫлӗ пикесем хӑйсен кунне уявлаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 31.05.2013 23:39 | 1466 хут пӑхнӑ

«Сарӑ ҫӳҫле, кӑвак куҫлӑ хӗрача — саншӑн ҫеҫ ҫунатӑп, тух мана качча». Ҫакӑн йышши юрӑ сӑмахӗсемпе шӑрантараҫҫӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсем пирӗн республикӑра. Чӑннипех-ши вара сарӑ ҫӳҫле хӗрсем тыткӑнлаҫҫӗ-ши яшсене? Тен ку чӑнлӑхах та. Ахальтен мар нумай сӑмахлӑх ҫӳрет сар ҫӳҫлӗ пикесем пирки.

Паян, ҫӑвӗн 31-мӗшӗнче сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрсем хӑйсен пӗчӗк уявне уявлаҫҫӗ — тӗнчипе уявлакан сар ҫӳҫлӗ хӗрсен кунне. Асӑннӑ уява Раҫҫейре пӗрремӗш хут 2006 ҫулта уявланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара сар ҫӳҫлӗ хӗрсен уявӗ тӗрекленсе, ҫирӗпленсе паянхи кун та упранать.

#уявсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63025.html
 

Комментари:

2013.06.01 00:42
Аçтахар Плотников
«Сарă çӳçле, кăвак куçлă хĕрача» — кунта «сарă» тени «хитре» сăмахпа тан та пулма пултарать (пĕлсе петер хальхи юрă сăмахĕсене çыракансене). Пирĕн чĕлхере «сарă çӳçлĕ» тени яланах блондинкăна пĕлтермест çав. Тата хĕрсене апла витлесси пирĕн чĕлхере сарăлман, ют чĕлхесенчен кĕни кăна вăл.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем