Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнче ачасене хӳтелемелли куна уявланӑ май Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика шкулӗсене ҫӗнӗ 22 шкул автобусӑн уҫҫисемпе чысларӗ.
Хӑйӗн сӑмахӗнче республика Элтеперӗ асӑннӑ уяв ячӗпе ачасене, вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшӗсене ӑшшӑн саламларӗ. «Паянхи куна ача-пӑчасене тӗрӗс-тӗкел ӳстересме нумай ӗҫ тунӑ. Ҫапах та малашне те ӗҫлемеллӗх пур. Влаҫ органӗсен, ашшӗ-амӑшӗсен, вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисем пур вӑя пухса ӳсекен ӑрӑва тивӗҫлипех пӑхса ҫитӗнтермелле», — палӑртрӗ Михаил Игнатьев.
Уявӑн чыслӑ саманчӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ачасене Шупашкар хулин паллӑ вырӑнӗсем тӑрӑх экскурсие илсе кайрӗҫ.
Кӑҫалхи ҫул шкулсене пӗтӗмешле 44 ҫӗнӗ автобуспа тивӗҫтерӗҫ. Пӗтӗмпе вара республика паркӗнче паянхи кун 325 шкул автобусӗ шутланать.