Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Тӑхӑр муниципалитетра кӑшӑлвируса пула кантарӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.10.2021 19:02 | 947 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пирӗн республикӑра канмалли кунсем тесе йышӑннӑ. Тӳрех палӑртар: Олег Николаев Элтеперӗн ҫак йышӑнӑвӗ пурне те пырса тивмӗ.

Суту-илӳ объекчӗсенчен аптекӑсем, ҫыхӑну салонӗсем тата магазинсем ӗҫлӗҫ. Лавккасем тенӗрен, апат-ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ тавар сутаканнисем ҫеҫ уҫӑ пулӗҫ.

Вулавӑшсене, театрсемпе кинотеатрсене, мунчасемпе саунӑсене, илем салонӗсемпе фитнес-центрсене, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене хупса хурӗҫ.

Татти-сыпписӗр ӗҫлекен организацисем (сӑмахран, апат-ҫимӗҫ пӗҫерекенсем, почта, транспорт), больницӑсем хальхиллех тӑрӑшӗҫ. Кафесемпе ресторансене илсен, COVID-free статусӗллисемпе апат-ҫимӗҫе киле леҫсе параканнисем е апата илсе тухмалла сутаканнисем ҫеҫ уҫӑ пулӗҫ.

Республикӑри 9 муниципалитетра канмалли кунсем паянтан пуҫланнӑ. Кунта Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисем лекнӗ. Вӗсенче кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗч.

#Улатӑр, #Елчӗк районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Красноармейски районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Элӗк районӗ, #Улатӑр районӗ, #кӑшӑлвирус, #Ҫӗмӗрле, #сывлӑх, #чарусем, #йышӑнусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем