Паян ҫӗрле Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пушар пулнӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ.
Пушара сӳнтерсен тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ: 55 ҫулти кил хуҫи, унӑн виҫӗ пӗлӗшӗ – 47-ри арҫынпа унӑн 40-ри арӑмӗ, ҫак ялтах пурӑннӑ 49 ҫулти хӗрарӑм.
Ҫурт йӑлтах ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ, ҫынсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ.