Пӗрремӗш каналпа кӑнтӑрласерен кӑтартакан «Модный приговор» кӑларӑмӑн ӗнер, чӳк уйӑхн 1-мӗшнче, кӑтартнӑ эфирӗнче Патӑрьелте пурӑнакан Людмила Алешева пулнӑ.
Сӑмах май каласан, ӗнертенпе кӑларӑма ҫӗнӗ студире ӳкерме тытӑннӑ. Студи уявне мода енӗпе ӗҫлекен сумлӑ ҫынсем: Игорь Чапурин, Игорь Гуляев, Александр Арутюнов, Мария Цигаль, Екатерина Добрякова, Александр Сирадекиан дизайнерсем, «ҫӑлтӑрсене» хитрелетекен Александр Тодчук парикмахер, Юрий Столяров топ-визажист — хутшӑннӑ.
Чӑваш хӗрӗ Люся хулари сцена пирки тахӑҫан ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Тата вӑл хулара пурӑнасшӑн пулнӑ. Анчах качча кайсан хӗрарӑм яла куҫса кайнӑ. Паян унӑн сцена вырӑнне – пысӑк хуҫалӑх, хӗрарӑма куллен кураканӗсем – сыснасемпе чӑхсем, ытти выльӑх-чӗрлӗх. Людӑн пиччӗшӗ Вениамин Васильев шухӑшланӑ тӑрӑх, ялта пурӑнатӑп тесе япӑхса каймалла мар, вӑл йӑмӑкне хитре тумлантарасшӑн.