Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хӑш фермера пулӑшасси паллӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 02.06.2013 21:43 | 1403 хут пӑхнӑ

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарма пулӑшас тесе конкурс йӗркеленӗ.

Патшалӑх укҫине илме ӗмӗтленекенсем 23 ҫын тупӑннӑ, анчах вӗсенчен пӗрин бизнес-проекчӗ конкурс ыйтнине тивӗҫтерменнине кура ӑна пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.

Асӑннӑ ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, патшалӑх пулӑшӑвӗн вӑтам виҫи 4 миллион тенкӗпе танлашать. Укҫана Патӑрьел районӗнчи И.Ш. Куликов, Комсомольски районӗнчи Ф.Г. Хайртдинов, Вӑрнар районӗнчи В.Г. Яковлев, Елчӗк районӗнчи Н.П. Бикулов, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи В.Г. Ермолаев, Ҫӗмӗрле районӗнчи Е.В. Карасев, Шӑмӑршӑ районӗнчи А.К. Хлюкин фермерсене пама йышӑннӑ. Куликов, Хайртдинов, Яковлев, Бикулов тата Ермолаев фермерсем укҫапа 50-100 пуҫлӑх сӗт-ҫу фермисем хӑпартасшӑн. Карасев вара выльӑх-чӗрлӗх валли хуралтӑсем ҫӗклесшӗн, выльӑх апачӗ хатӗрлемелли техника тата ашлӑх ӑратлӑ ӗне-выльӑх туянасшӑн. Хлюкин халӗ 100 пуҫ ӗне тытакан фермӑна юсасшӑн.

#фермӑсем, #ял хуҫалӑхӗ, #Патӑрьел районӗ, #Комсомольски районӗ, #Вӑрнар районӗ, #Елчӗк районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #фермер хуҫалӑхӗсем, #пулӑшу

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем