«Победа» авиакомпани хӑйӗн 50 миллионмӗш клиентне чысланӑ. Ӑна лоукостер Мускаври Внуково аэропортӗнче сумлӑн кӗтсе илсе самолёта лартса янӑ. 50 миллионмӗш клиент Шупашкара вӗҫсе килнӗ. Унтан ӑна Чӑваш енӗн тӗп хулинчи аэропортра юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ.
«Победа» авиакомпани ҫавна кӑтартса паракан видеона Инстаграмри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ. Шупашкарти аэропорт та юбилейлӑ клиента епле кӗтсе илнине кӑтартса паракан сӑнӳкерчӗсемпе Инстаграмра паян паллаштарнӑ.