«Елчӗкре паян ниҫта та шыв тупма ҫук. Урамра шӑрӑх. Колонкӑсем ӗҫлемеҫҫӗ, хваттерсене шыв кӗмест. Пуҫлӑхсем вырӑнти хаҫатра ҫапла ҫырчӗҫ: «Ҫынсем колонкӑри шывпа ҫӗрулми анине шӑвараҫҫӗ. Ҫавӑнпа шыва ирхине 4 сехетре пуҫласа каҫхи 9 сехетчен паратпӑр». Тӗрӗссипе вара ирхи 4 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен ҫеҫ параҫҫӗ. Талӑкне — 3 сехет.
Ҫынсем шыв илме ҫухрӑмран ҫырмари ҫӑла ҫӳреҫҫӗ... Мунча та ӗҫлемест... Пушар тухас пулсан мӗн тумалла?»
Пирӗн сайта ҫапларах ҫыру килчӗ. Шывпа тивӗҫтернӗ чухне кӑлтӑксем пулкалаҫҫех ӗнтӗ, уйрӑмах ҫак типӗрех тӑракан ҫанталӑк хушшинче. Елчӗксемшӗн ыйтӑвӗ чӑнах та ҫавӑн пекех ҫивӗч-ши?
Agabazar // 1179.2.9536
2013.06.04 12:48 | |
Елчĕк Кĕçĕн Пăла Таяпа çырмипе пĕрлешнĕ тĕлте вырнаçнă. Эппин йĕркеллĕ пĕвесем тума майсем пайтах. Анчах та кун валли укçа-тенкĕ çукрах пуль çав... |