Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑма шыранӑ. Полицейскисем ӑс-тӑнӗпе арпашӑннӑскере вилӗмрен ҫӑлнӑ.
74 ҫулти хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехет ҫурӑра килтен тухнӑ та ҫухалса кайнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна вӗсем районтан хулана илсе килнӗ. Ватӑскер ӑс-тӑнӗпе арпашӑнма пултарнӑ.
Килте никам та ҫук чухне хӗрарӑм тухса кайнӑ. Вӑл ҫухалнине 2 сехетрен тин асӑрханӑ, тӳрех полицие пӗлтернӗ. Вокзалсенче, подъездсенче, лавккасенче шыранӑ – тупайман.
17 сехет те 40 минутра хӗрарӑма ҪҪХПИ ӗҫченӗсем хваттере илсе килнӗ. Экипаж патруль вӑхӑтӗнче пӗр ҫын промзона еннелле утнине курнӑ. Вӑл шӑпах ҫав хӗрарӑм пулнӑ. Взвод командирӗн ҫумӗ Алексей Васильев тата Николай Бардулин инспектор ун патне пынӑ та вӑл ҫухалнӑ ҫын пулнине ӑнланнӑ.