Шупашкар районӗнчи Л.В Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи ачасем вӗрентекенсемпе пӗрле Пушкин карттипе усӑ курса Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне кайнӑ. Унта вӗсем Михаил Сунтал пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух — эс ҫун!» спектакль курнӑ.
«Спектакль режиссерӗ хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Наталья Сергеева, художникӗ Светлана Зверева, композиторӗ Людимла Чекушкина. Куракансене икӗ пайлӑ драма ҫав тери кӑмӑла кайрӗ, вӗсем Никита Яковлевич Бичуринӑн кӑткӑс та ҫӑмӑл мар пурнӑҫӗпе татах та ҫывӑхарах паллашрӗҫ, — пӗлтернӗ шкулти чӑваш челхипе литератури учительница Алина Николаева «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи шкул страницинче.
Спекталь хыҫҫӑн ачасемпе учительсем Н. Сергеева режиссерпа асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.