Паянхи куна Чӑваш Енри пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт-йӗр 157 пин ытла тӑваткал метр шутланать. Вӗсенче 12 пин ҫын пурӑнать.
2013–2015 ҫулсенче республикӑра нумай хваттерлӗ 822 юрӑхсӑр ҫурта пӑсма палӑртнӑ. Ку ӗҫе вара ятарлӑ программа тӑрӑх ирттерӗҫ.
Ҫапла вара республикӑра 4 810 ҫемьене ҫӗнӗ пурӑнмалли кил-ҫуртпа тивӗҫтермелле пулать. Ҫак ӗҫсене йӗркелеме 4 573 млн. тенкӗ уйӑрса панӑ имӗш. Хӑш-пӗр юрӑхсӑр ҫурта кӑҫалах пӑсма палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Минстрой пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫалхи ҫул вӗҫлениччен 245 пурӑнмалли ҫуртран 1 414 ҫемье (ку 3 500 ытла ҫын) ҫӗнӗ кил-ҫурта куҫӗ. Ҫак ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме кӑҫал 1 364,7 млн. тенкӗ уйӑрса панӑ.