Чӑваш Енӗн календарӗнче тепӗр паллӑ кун пулӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнисене асра тытмалли куна туса хурасси ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Вӑл куна юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тесе йышӑннӑ.
Хӳтӗлев чиккисене чавнисене сума сунине тата асра тытнине палӑртса кӑҫал пирӗн республикӑра ятарлӑ ҫулталӑк йышӑннӑччӗ. Ҫавна май вӗренӳ, культура тата социаллӑ учрежденисенче тӗрлӗ мероприяти самай ирттерчӗҫ.
Хусан хӳтӗлев чикки Мари Элти Звенигово шыв кукринчен пуҫласа Чӑваш Енри Октябрьски ялӗ, Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ тата Арапуҫ ялӗсем урлӑ иртнӗ, Тутар Республикин чикки патне ҫитнӗ. Чикӗн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ – 380 километр.
Асӑннӑ чикке 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗччен чавнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх архивӗнчи документсем ҫирӗплетсе панӑ тӑрӑх, строительство ӗҫне 200 пине яхӑн ҫын (ку вӑл вӑйпиттисен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ пулать) хутшӑннӑ.