Шупашкарта ҫитес ҫул ҫулла Эльгер урамӗнче фермер пасарӗ тума палӑртнӑ. Ӑна «Московский» ят парасшӑн.
Ку тӗллевпе «Агро-Инноваци» тата «Тимӗр хула» килӗшӳ алӑ пуснӑ. Аукциона раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ. Малтанхи хак 9,2 миллион тенкӗ пулнӑ, унта хутшӑнакансем ӑна 6,025 миллион тенке чакарнӑ.
«Тимӗр хула» 20 кунра дизайн-проектӑн сахалтан та 3 тӗслӗхне хатӗрлемелле. Проекта алӑ пусса ҫирӗплетсен компанин 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пасар туса лартмалла.