Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче 5 ФАП тата тухтӑр амбулаторийӗ уҫӑлнӑ. Кӑҫал республикӑра пӗтӗмпе 54 ФАП хута ямалла.
Патӑрьел районӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем Кӗҫӗн Патӑрьелте, Ишлӗре, Каншелте, Тӗрӗньелте, Тӑрӑнта уҫӑлнӑ. Ҫав кунах Шӑнкӑртамра ҫӗнӗ микрорайонта тухтӑр амбулаторийӗ ҫынсене пӗрремӗш хут кӗтсе илнӗ. Унта 2 пине яхӑн ҫын ҫӳрӗ. Сӑмах май, Шӑнкӑртамра 6 пине яхӑн ҫын пурӑнать.
Амбулаторире пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ, педиатр, гинеколог пулӗҫ, процедура, вакцинаци пӳлӗмӗ ӗҫлӗ.