Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Шупашкарта 19:20 сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнче ҫул ҫинче инкек сиксе тухнӑ. Чӑваш Енӗн ГИБДД ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче Форд урапапа (машинпа) пыракан водитель скутера ҫапса кайнӑ иккен. Скутер водителӗпе пӗрле ларса пыракан 6 ҫулхи хӗрачана тӳрех пульницӑна леҫнӗ.
«Форд Мондео» машинпа пыракан 32 ҫулхи водитель ҫул кукринче ҫаврӑннӑ чухне «Suzuki sepia» мопеда сисеймен пулнӑ, ҫапла вара скутера пырса ҫапнӑ.
Ӗнерхи кун республикӑра ҫул ҫинче пурӗ 4 пӑтӑрмах пулнӑ, вӗсенче 7 ҫын аманнӑ. Унсӑр пуҫне тата 20 ӳсер водителе тытнӑ.