Раҫҫей вице-премьерӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра юлашки вӑхӑтра 12 регионта кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру лайӑхланнӑ. Ҫав шутра – Чӑваш Ен те. Виҫӗ регионта вара лару-тӑру йывӑрланнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Известия» хаҫат.
Карачай-Черкес, Адыгея, Чечня республикисенче лару-тӑру ҫивӗчленнӗ. Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре, Волгоград, Эрӗнпур, Рязань, Томск, Чӗлепи облаҫӗсенче, Калмӑк, Ингушети, Дагестан, Пушкӑрт, Кабарда-Балкар республикисенче, Чукотка автономи округӗнче лару-тӑру лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ.