Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Спиридон Михайлов (Янтуш) еткерлӗхӗ тата паянхи чӑваш ӑслӑлӑхӗсенчи ҫивчӗ ыйтусем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Родионов 16.12.2021 16:43 | 3601 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Тутарпа ҫыхӑннӑ, ҫав халӑха тӗпчекен ӑслӑлӑха (татароведение) тутарла татар белеме теҫҫӗ, пирӗн те хамӑр халӑхӑмӑра тӗпчекен ӑслӑлӑха (чувашоведение) чӑваш ӑслӑлӑхӗ тени вырӑнлӑ пулмалла. Иртнӗ ӗмӗрти репрессисем пуҫланиччен чӑваш халӑхне шӑпах ҫав пур енлӗ (комплекслӑ) мелпе тӗпченӗ те ӗнтӗ. Тӗрлӗ халӑхсене пур енлӗ тӗпчес туртӑм Раҫҫей ӑслӑлӑхӗнче XVIII ӗмӗртех вӑй илет, Спиридон Михайлов (Янтуш) ҫырнӑ тапхӑрта та ҫав мел тӗпрех тӑнӑ-ха. Ҫавна пулах чӑвашсен малтанхи тӗпчевҫисем универсал пулнипе палӑрнӑ: Василий Сбоев, Николай Золотницкий, Николай Ашмарин, Гурий Комиссаров (Вантер) тата ыт. те. Пурте вӗсем пуҫӗсене пӗр ыйту хуравне шыраса ватнӑ: мӗнлескер вӑл «чӑваш» ятпа ҫӳрекен халӑх? «Мӗнлескер» тени чи малтан чӗлхе пӗрпеклӗхӗпе хӑй евӗрлӗхне шырама хистенӗ, историре пулнӑ е чӗрӗ халӑхсен сӑмахӗ-калаҫӑвӗпе танлаштарма хавхалантарнӑ. Ҫапла вара, чӑваш ӑслӑлӑхӗнчи чи хисеплӗ вырӑна чӗлхе пӗлӗвӗ йышӑннӑ. Ҫак пулӑм этнос ӑнӗн чи пӗлтерӗшлӗ никӗсӗ чӗлхе пулнипе те ҫыхӑннӑ-тӑр.

Спиридон Михайлов (Янтуш) та хӑйӗн ӑнлантарӑвӗсене чӑваш сӑмахӗсен тулашри (сасӑ янӑравӗ) е шалти (пӗлтерӗшӗ) кӳлеписемпе ҫыхма тӑрӑшать, кунта ӑна тӗрӗс ҫулне-йӗрне тупма ун чухнехи филологи пӗлӗвӗн шайӗ пӗчӗк пулни чӑрмантарать. Ҫапах та тӗпчевҫӗ чӑваш аваллӑхӗн кукри-макрине йӗрлесе, ӑна питӗ хӑйне евӗрлӗ ӑнлантарма пултарать. Кунта ӑна тӗрлӗ хут-кӗнекере упранса юлнӑ историлле фактсем пулӑшу кӳреҫҫӗ, чи малтан И.Н. Березинӑн «Булгар на Волге» кӗнекинчисем (Хусан, 1853). Акӑ унӑн халӑх ячӗпе (этнонимпа), чӗлхепе тата чӑваш ячӗсемпе ҫыхӑнтарса йӗркеленӗ, паянччен те кивелмен ӑнлантарӑвӗ: «чуваши, будучи отрасль турецкого племени, обитали в закамской стране на северо-востоке и, может быть, вышли они из Сибири, и что в последствие времени, когда в [Волжской] Болгарии явились из Аравии проповедники ислама, то многие из родовичей чуваш[ей] приняли мухамметанскую веру» (Михайлов С. О происхождении имени «чуваш» // Михайлов С. Собр. соч. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2004. С. 143). Николай Егоров каланипе килӗшӳллӗн, анат енчи чӑвашсен пӗр пайӗ Атӑлӑн сылтӑм енне шӑпах Янтуш каланӑ пек ҫитнӗ. Ҫакна вӑл ҫи-пуҫ капӑрӗсен тӗрлӗ чӗлхери ячӗсем чӗлхерен чӗлхене куҫнипе лайӑх ӗнентерет. С.Михайлов (Янтуш) халӑхӑмӑрӑн япала тата чун-чӗре культурине тарӑннӑн тӗпчес ӗҫе те ҫанӑ тавӑрсах кӳлӗннӗ. Паянхи чӑваш ӑслӑлӑхӗнче унӑн этнографиллӗ тӗпчевӗсем чӑн-чӑн кивелми мулӑн курӑнаҫҫӗ. Пӗр « Чӑваш туйӗ» статйинчен кӑна мӗн-мӗн пӗлместпӗр пулӗ чӑвашсен туйӗ пирки! Унта халӑх сӑмахлӑхӗн пӗлӗвӗ валли те ҫӗнни тем чухлех иккен. Ҫыравҫӑн чӑвашла ҫырнисем вара ҫырулӑх ҫулне-йӗрне тӗпчекенсемшӗн питех те пӗлтерӗшлӗ, кунта та каламалли сӑмахсем пур-ха.

Янтуш пурӑннӑ вӑхӑтра археологи ӑслӑлӑхӗ аталанман пулнӑ, вӑл пирӗн тӑрӑхра XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кӑна вӑй илме тытӑннӑ. Кунта та Юнкӑпуҫ чӑвашӗн ӗҫӗсем питех те пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртмалла, мӗншӗн тесен ҫӗр айӗнчи палӑк вырӑнӗсене вӑл пӗрре кӑна мар ҫырса кӑтартнӑ, вӗсем халӑхӑмӑр аваллӑхне тӗпчеме пулӑшасса шаннӑ. Эппин, вӑл ҫырнисем паянхи чӑваш ӑслӑлӑхӗнчи кашни уйрӑм пӗлӳшӗн (чӗлхе, халӑх сӑмахлӑхӗпе йӑли-йӗрки, ҫи-пуҫӗ, ташши-юрри, ҫырулӑхӗпе илемлӗ сӑмахлӑхӗ тата ыт. те) кивелмен-ха. Ку кӑна мар, унӑн тишкерӳ-тӗпчев мелӗ (хальлӗхе ӑна комплекслӑ-системӑллӑ тейӗпӗр) паянхи тӗпчевҫӗсемшӗн малти вырӑнта пулмалли кӗретӗн курӑнать. Урӑхла каласассӑн, пирӗн, тӗпчевҫӗсен, 1937 ҫулчченхи (репрессичченхи) меслет патне таврӑнмалла, чӑваш халӑхне тӗп объект пек курса, ӑна тӗрлӗ ӑслӑлӑх куҫӗпе пӑхса иртнипе хальхине тӗпчемелле, пулассин тӗрлӗ ҫулӗ-майне шырамалла. Ку енчен паянхи тутар тӗпчевҫисем малтанхи утӑм турӗҫ ӗнтӗ: кӑҫалхи раштав пуҫламӑшӗнче вӗсем халӑхсен хушшинчи семинар ирттерчӗҫ. Унӑн ячӗ вырӑсла ҫапла янӑрать: «Татароведение в ситуации смены парадигм: теория, методология, практика». Ҫак аслӑ форума Тутарстан ӑслӑлӑх академийӗн президенчӗ Макзюм Салахов ҫапларах докладпа уҫрӗ: «От Академцентра до Академии наук: история и перспективы татароведения». Ҫӗнӗ парадигма тесе вӗсем тутар халӑхне тӗрлӗ ӑслӑлӑхсен куҫӗпе уйрӑмшар пӑхнине мар, пӗр тытӑмлӑ-системӑллӑ тата историллӗ те чӗрӗ субъект пек тӗпченине калаҫҫӗ. Вилнӗ япала ҫинчен мар, чӗрӗ те унӑн пуласлӑхӗ пирки шухӑшлани пулмалла ҫав ҫӗнӗ парадагмӑна тӗпе хунӑ тӗпчевсенче. Наци ӑнӗ, харкамлӑх («идентичность») йышши историлле этнологи ӑнлавӗсем тӗпре пулмалла ҫав ҫӗнӗ ӗҫсенче. Мӗнпур факта чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе, этнос йӗркеленӗвӗпе тата унӑн аталану тапхӑрӗсемпе ҫыхӑнтарма тӑрӑшмалла, тепӗр хут палӑртатӑп, чӗрӗ организм пек курма хӑнӑхмалла. Шӑпах ҫапла курнӑ та пирӗн Янтуш хӑйӗн халӑхне, унӑн хальхипе авалхине.

Спиридон Михайловӑн ӑнӑҫман пурнӑҫне вӑл чӑваш ятпа хулари вӗреннӗ ҫын пулма ӑнтӑлнинче те курмалла-тӑр. Пӗлӳ енне туртӑнни ӑна ирӗксӗрех вырӑслану ҫулӗ ҫине илсе тухать, хула ҫынни пулма хистет. Ҫак ырӑ тӗллевсем XX ӗмӗрти чӑвашӑн тымарӗсене типӗтсе пычӗҫ, ун хыҫҫӑн килекен ӑрусем чӗкеҫ йӑвинчи куккук чӗпписем пулса ҫитӗнчӗҫ. Ӑслӑлӑх чӗлхипе каласан, чӑваш этносӗ пурнӑҫри улшӑнусене шута илсе вӑхӑтра ҫӗнелеймерӗ, этносӑн тӗп паллисене упраса хӑвараймарӗ. Тутарсене ҫав улшӑнӑва тума ҫӗнетнӗ ислам тӗнӗ хытӑ пулӑшнӑ теҫҫӗ. Паян та тутарсем пулас амӑшӗсене миҫӗтсенче сӑпка юрри юрлама вӗренеҫҫӗ-мӗн. Чӑвашшӑн вара вӑйпа йышӑнтарнӑ тӗн ама ҫурри пек пулчӗ, чура пулма хӑнӑхтарчӗ, анчах та чӑваш пулса юлма пулӑшаймарӗ...

Сӑмах этнос аталанӑвӗнчи тӗрлӗ пулӑмсене тата культурине тарӑнрах тӗпчесси, вӗсене тӗпе хурса чӑваш пуласлӑхӗн ҫулӗ-йӗрӗсене шырасси, вӗсен тупсӑмӗсене халӑха тата тӳре-шарана пӗлтересси тата ӑнлантарасси пирки пырать. Чӑваш ӑслӑлӑхӗсенче ҫак ыйтусем чи пӗлтерӗшлисем тата ҫивчисем пулма кирлӗ. Хальлӗхе вара хамӑр ҫыракан тӗпчев ӗҫӗсене эпир чылай чухне урӑхларах тӗллевсемпе ҫыратпӑр пулас. Ку ӗҫре пирӗн С. Михайловран вӗренмелли сахалах мар тесе каламалла. Вӑл пуҫӗнче тӑнӑ пулсассӑн, пирӗн унӑн ӗҫӗсене вӗҫлекенӗсем мар, малалла тӑсаканӗсем пулмалла. Халӑхӑмӑр чӗрӗ те сывӑ юласси пирӗнтен те нумай килет!

 

Виталий Родионов

Статьяра Янтуш Спиркки ҫуралнӑранпа 200 ҫул иртнине раштавӑн 11-мӗшӗнче Юнкӑпуҫ тата Юнкӑ ялӗсенче паллӑ тунӑ чухне ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Муркаш районӗ, #Юнкӑ, #Спиридон Михайлов, #юбилейсем, #Юнкӑпуҫ, #чӑвашлӑх, #ӑслӑлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Микула // 1077.37.9691
2021.12.16 21:47
"Тӗпчев ӗҫӗсен" тӗп шӑнӑрӗ юрасси пулсан ҫивӗч ыйтусене унта кураймӑр. Паян кунччен те "чӑваш" ят-сӑмах пирки уҫҫӑн калакан пулмарӗ . Чӑвашсем Мускав патшалӑхне мӗнле кӗни пирки те. Чӑвашсен аслашӗсем ислам тӗнӗпе пурӑнни, Пӑлхар патшалӑхӗ чӑвашсен пулни пирки те асӑнма шикленеҫҫӗ. Ученый степень илме ҫырнӑ ӗҫсен тӗллевӗ паллах чӑнлӑха шырасси мар . Тем тесен те "канлӗх " малта.
"Зачем трогать" тесе каланӑччӗ пӗр ӑсчах Етӗрне вулӑсне Етӗрне -форпостран малтанрах асӑннӑ документа илсе кӑтартсан. Пултӑр кивӗлле. Хускатмалла мар,хушнине анчах тумалла. Турцинче "Чувашеведени " пур ,пире палӑксем тата музейсем. Тимӗрсенчен пери кунта ҫырнӑччӗ " мӗн чуль чӑваш сахалтарах темӗн чуль ыттисем хаклӑрах пулӗҫ" тесе. "Садиксемсӗрех" тесе каларӗ тата тепӗр чаплӑ ҫыравҫи . Сире шанса мар хӑйне анчах шанма пуҫласан халӑхӗ мӗнле те пуллин сыхланса юлӗ.
Agabazar // 2802.30.6575
2021.12.17 14:00
Agabazar
Лев Дави́дович Ланда́у, с 1913 года посещал открывшийся в том году в Баку еврейский детский сад, располагавшийся на углу Гимназической и Мариинской улиц в бывшем помещении 1-й мужской гимназии[12]. С 1916 года Л. Д. Ландау учился в бакинской Еврейской гимназии


Микула, çак япалана хăнăхмалла чăвашла куçарса хур-ха. Атту сан хăнăхусем çук. Тем тытамакла калаçатăн.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.18 18:41
Паянхи кун "История предательства" ,е "Как предавать свой народ" темӑпа тӗпчев ҫырмалла пулӗ Акапсарӑн ? Тем тесен те опыт та пысӑк паллаканисем те чылай пулӗ ?
Тезиссемпе усӑ курма пултаран.
Предатели всегда любят искать оправдание своего предательства в сложившихся обстоятельствах, в своей способности удачно «схватить за хвост жар птицу удачи» и стараются склонить на путь предательства других людей, чтобы не чувствовать себя одинокими и оправдать себя в глазах людей, что они не одни такие «перевертыши».(Лекция 14 Патриотизм и предательство Смысл жизни
Арт Ангелуа)
В романе «Заговор равнодушных» писателя Бруно Ясенского есть слова: - «Не бойтесь друзей — они могут лишь предать вас; не бойтесь врагов — они могут лишь убить вас; бойтесь равнодушных, они никого не предают и не убивают, но только с их молчаливого согласия совершаются предательства ...»
"...главная из мотиваций предательства это любовь и пристрастие к материальным благам - деньгам, вещам и комфорту. Комфорт родит предателей."
Agabazar // 2802.30.6575
2021.12.19 05:39
Agabazar
Микула, эс хăвна чăнах та Улăп тесе шутлатна вара?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем