Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ӑс вырӑнне — пӑс

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Николай Сидоров 20.12.2021 17:59 | 4074 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Культура

Иртнӗ уйӑхра (чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче) РСФСР тата Чӑваш АССР Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ, «Тутимӗр» трагеди авторӗ Я.Г. Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн пуҫлӑхӗсем аса та илмерӗҫ, паллӑ поэта, драматурга чӑваш поэзийӗн генийне нимӗнле те чысламарӗҫ, хисеплемерӗҫ. Пуҫлӑхсен чунсӑрлӑхӗ, ӑссӑрлӑхӗ пирки эпӗ пӑшӑрханса «Камсем эпир, чӑвашсем?» (Чӑваш халӑх сайчӗ. 03.11.2021ҫ.) ятлӑ статья пичетлесе кӑлартӑм, анчах пысӑк шӑв-шав тухнине илтмерӗм. Никама та ятламарӗҫ, никама та явап тыттармарӗҫ, никама та ӗлӗкхи пек сӳтсе явса хыттӑн асӑрхаттармарӗҫ. Пушшех ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул умӗн театр пуҫлӑхӗсем тӗлӗнсе каймалла пысӑк преми илни ҫинчен артистсем пӑшӑрханса пӗлтерчӗҫ (театрта куракан ҫук пулин те, кӑҫалхи плана тултарайман пулин те, каҫхи спектакльсем пуш-пушӑ залра иртеҫҫӗ пулин те).

Тепӗр уйӑхран (раштавӑн 15-мӗшӗнче) Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ, Яков Ухсай ҫырнӑ «Тутимӗр» трагеди тӑрӑх лартнӑ спектакльте Тутимӗр сӑнарне калӑпланӑ Иван Геннадьевич Иванов ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Шел те, паллӑ артист пирӗнпе пӗрле ҫук ӗнтӗ, унӑн вӗри, канӑҫсӑр чӗри аллӑ пиллӗкрех вӑхӑтсӑр тапма чарӑнчӗ, анчах унӑн ячӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ, вӑл калӑпланӑ сӑнарсем ӗмӗр тӑршшӗпех халӑх асӑнче упранӗҫ. Тен, ҫавӑнпах К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл ҫуралнӑ кун Уяв каҫӗ пулать тенине илтсен чунтанах савӑнтӑм, хӗпӗртерӗм. Ара, Иван Геннадьевич хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш театрӗнче пыракан спектакльсен тӗп шӑнӑрӗ пулнӑ-ҫке, вӑл унта сахал мар тӗп сӑнар калӑпланӑ. Куракансем халӗ те ӑна питӗ лайӑх астӑваҫҫӗ: «Хура ҫӑкӑрти» (Илпек Микулайӗ) Тухтар сӑнарӗнче, «Лӑпкӑ Донри» (М. Шолохов) Григорий Мелехов сӑнарӗнче, «Тӑван килти» (Ф. Абрамов) Пряслин сӑнарӗнче, «Ашкӑнчӑк инкесенчи» (У. Шекспир) Пейд сӑнарӗнче, «Айдарти» (П. Осипов) Ахтупай сӑнарӗнче, «Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗнчи» (Н. Сидоров) Курункай сӑнарӗнче тата ытти вуншар рольсенче. Иван Геннадьевич манӑн пӗрремӗш пьеса тӑрӑх лартнӑ «Юнашарах телей ҫӳрет» спектакльте колхоз председателӗн сӑнарне ӗненмелле, яр уҫҫӑн кӑтартса панӑччӗ. Вӑл драмӑсенче те, камитсенче те питӗ ӑста вылятчӗ. Астӑватӑп-ха, вӑл ыйтнипе эпӗ «Пуҫа килсен – пуҫана» камитре ун валли ятарласа роль ҫыртӑм, ӑна «Вӑрӑм Иван» ят патӑм. Ҫакӑншӑн артист питӗ савӑнчӗ. Ӑна вӑл каҫса каймалла кулӑшла, ӑста калӑпларӗ. Куракансем ӑна сцена ҫинчен курсанах хырӑм тытса кулатчӗҫ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тӑватчӗҫ.

Пысӑк ҫынччӗ вӑл. Ӗҫӗпе те. Кӗлеткипе те. Кӑмӑл-сипечӗ те ун пысӑкчӗ. Чунӗ те. Чӗри те. Тӗрӗсмарлӑха чӑтма пултараймастчӗ. Нумай япалана куҫран калатчӗ. Чӑваш театрӗшӗн хыпса ҫунатчӗ. Ялтан (Шупашкар районӗнчен) театра спектакль выляма ҫӳретчӗ. Ӗмӗчӗсем те пысӑкчӗ ун. Кӗҫӗн ывӑлне ура ҫине тӑратма васкатчӗ, пысӑк ҫурт ҫӗклеме хатӗрленетчӗ. Шел те, мӗн шутланине пурнӑҫа кӗртеймерӗ...

Ҫак шухӑшсемпе эпӗ Чӑваш театрӗнче иртекен Уяв каҫне васкарӑм. Ара, ун пирки малтанах афишӑпа пӗлтерчӗҫ-ҫке. Хам ӑшра кӑштах савӑнтӑм та: Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсем «Тутимӗр» авторне Я.Г. Ухсая чысламарӗҫ, халӗ Тутимӗр сӑнарне калӑпланӑ Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх артистне И.Г. Иванова чыслама ӑс ҫитерчӗҫ. Анчах эпӗ, тӑр ухмах, кӑлӑхах савӑннӑ-мӗн. Театр пуҫлӑхӗсем ун пирки те аса та илмерӗҫ. Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнле пулса иртрӗ.

Театра ҫитрӗм те, унта – пуш-пушӑ. Виҫ-тӑватӑ куракан кӑна сӑнӳкерчӗксем умӗнче уткаласа ҫӳренине асӑрхарӑм. Курав залӗнче те пӑт-пат кӑна ҫын ларатчӗ. Темле тӑрӑшсан та хӗрӗх ҫичӗ ҫынран мала шутласа кӑлараймарӑм. Ытти театрсенчен пӗр паллакан артист та ҫук. Ахӑртнех, никама та йыхӑрман. Артистсем театра пухӑннӑ ҫынсене сцена ҫинчен М. Сунтал пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» ятлӑ спектакль кӑтартма хатӗрленеҫҫӗ-мӗн, асӑннӑ спектакль умӗн театр коллективӗ Иван Геннадьевич Иванов ҫуралнӑранпа 75 ҫитнине асӑнӗ, чыслӗ.

Уяв каҫне Иван Геннадьевича пачах та астуман каччӑ – Василий Иванов артист – ертсе пычӗ. Вӑл сумлӑ артиста палламанни, унпа пӗрле ӗҫлеменни унӑн калаҫӑвӗнченех сисӗнчӗ. Унтан РСФСР тата Чӑваш АССР халӑх артистки Н. Григорьева тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш АССР халӑх артистки Л. Федорова тухса калаҫрӗҫ. Вӗсем сцена ҫинче пӗрле ӗҫленӗ артиста ӑшшӑн аса илчӗҫ. Ҫакӑнпа Уяв каҫӗ вӗҫленчӗ. Куракансем кӑмӑлсӑррӑн пӑшӑлтатса илчӗҫ. Манӑн умра ларакан хӗрарӑм тантӑшӗ енне ҫаврӑнчӗ те ҫапларах ыйту пачӗ: «Театр пуҫлӑхӗсем ӑҫта-ши? Мӗншӗн кунта пӗри те ҫук? Иван Геннадьевич хӑй вӑхӑтӗнче пысӑк талантлӑ, ӑста артист пулнӑ. Ун мӑшӑрӗ те, тӑванӗсем те курав залӗнчех лараҫҫӗ. Мӗншӗн вӗсене сцена ҫине чӗнмеҫҫӗ, сӑмах памаҫҫӗ? Е Чӑваш театрӗ Иван Геннадьевич мӑшӑрне чечек ҫыххи парнелеме укҫи-тенкине хӗрхеннӗ?»

Мана та, хисеплӗ вулаканӑм, ҫак ыйтусем кӑсӑклантарчӗҫ. Иван Геннадьевич Иванов Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Ун пек паллӑ, хисеплӗ ҫынсене Чӑваш Енре пӳрне хуҫлатса шутласа тухма пулать. Анчах та ҫак уявра Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсене пачах асӑрхамарӑм. Театрӑн илемлӗх ертӳҫи те, театр директорӗ те шыва путнӑ пек ҫухалнӑ. Вӑл та мар-ха. Чӑваш Республикинчи Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне ертсе пыраканӗ те – Сергей Павлов артист та – курӑнмарӗ. Мӗнле-ха капла? Иван Геннадьевич нумай ҫул ҫак пӗрлешӗве ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ, хӑйӗн пурнӑҫӗнче сахал мар артиста пулӑшнӑ. Хальхи ертӳҫӗн ҫак уявра пулмаллахчӗ, Иван Геннадьевӑчӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен пӗр-икӗ сӑмах каламаллахчӗ. Ахаль чухне эпӗ сире, Сергей Вадимович, темле уявра та асӑрхаттӑм, тӑван театрӑн, тӑван пӗрлешӳ уявӗнче вара сире тӗл пулаймарӑм. Хитре мар ку. Аван мар. Хӑвӑр пырайман пулсан та, Театр пӗрлешӗвӗнче тӑрӑшакансене ҫак уява хутшӑнма ыйтмаллахчӗ.

Ҫапла вара Иван Геннадьевичӑн мӑшӑрӗ тӑванӗсемпе пӗрле упӑшкине хисеплесе театра килнӗ пулин те, ӑна пӗр сӑмах та калаҫтармарӗҫ, ни театр ячӗпе, ни Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ ячӗпе чечек ҫыххи парса чысламарӗҫ, тав сӑмахӗ каламарӗҫ. Эппин, ӑна мӗншӗн театра чӗннӗ? Хурлантарма-и? Кулянтарма-и? Вӑл ахаль те ҫирӗм ҫула яхӑн вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ мӑшӑрӗшӗн кулянать, тата эсир, пуҫлӑхсем, тӳрленмен суран ҫине тӑвар сапма театра чӗнсе илнӗ.

Кайрантарах ман пата ҫакӑн пек хыпар ҫитрӗ: К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн пуҫлӑхӗсем (театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев тата театр директорӗ, Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ю.М. Владимиров) хӑйсен театрӗнчи Уяв каҫне хутшӑнас вырӑнне Чӑваш патшалӑх филармонийӗ уҫӑлнӑ ятпа иртекен Уяв каҫне вӗҫтернӗ. Ара, унта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, республикӑна ертсе пыракан ытти пуҫлӑхсем, депутатсем, паллӑ ҫынсем хутшӑнаҫҫӗ-ҫке. Вӗсен умӗнче курнӑҫланмасӑр, вӗсене чыс тумасӑр, вӗсене хӑвӑн ҫинчен аса илтермесӗр мӗнле чӑтса тӑрӑн-ха? Тӑван театрта Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ, ЧАССР халӑх артисчӗ И.Г. Иванов ҫуралнӑранпа 75 ҫитнӗ ятпа иртекен Уяв каҫне вара хутшӑнмасан та юрать. Пӗрремӗшӗ – вӑл тахҫанах вилнӗ, текех сана ним тума та кирлӗ мар, иккӗмӗшӗ – курав залӗнче ларакан хӗрӗх ҫын умне тухма ытла та намӑс. Виҫҫӗмӗшӗ – ӑ-ӑт, театрти курав залӗ туп-тулли пулнӑ пулсан, унта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ килнӗ пулсан...

Ҫакӑ театр пуҫлӑхӗсем ӗҫлеме пӗлменнине, Чӑваш театрӗшӗн чунне, пурнӑҫне панӑ сумлӑ артиста, унӑн мӑшӑрне, тӑванӗсене, театра пухӑннӑ куракансене хисеплеменнине, вӗсене театр пуҫлӑхӗсем никам вырӑнне хуманнине, хӑйсене кӑна юратнине тепӗр хут яр! уҫҫӑн кӑтартса пачӗ. Ҫынлӑх, чунлӑх, ӑшпиллӗх, ыркӑмӑллӑх, чыс, астӑвӑм тени ӑҫта-ха пирӗн? Вӑтӑр ҫул пӗрле ӗҫленӗ артиста, юлташа ҫакӑн пек чыс туни – ҫылӑх. Турӑшӑн та, ӑс вырӑнне пӑс кӑна кӗрсе пырать.

Ӑнланатӑп: тен, пуҫлӑхсен ҫав каҫ статуспа килӗшӳллӗн Чӑваш патшалӑх филармонийӗн Уявне хутшӑнмаллах пулнӑ. Апла-тӑк И.Г. Иванов ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа иртекен Уява мӗншӗн кӑнтӑрла ирттермелле пулман? Театрта вӑл кун кӑнтӑрла та спектакль пулнӑ. Тӗнче пӗтмен. Урӑх кун та пур-ҫке. Театр коллективне ҫавра сӗтел тавра пуҫтарнӑ пулсан, сӗтел ҫине сӑмавар лартнӑ пулсан, ытти театрсенчен хӑнасене чӗннӗ пулсан, уяв каҫне ветерансене, журналистсене йыхравланӑ пулсан, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, чей ӗҫсе паллӑ артиста аса илнӗ, асӑннӑ, чысланӑ пулсан, тен, Уяв каҫӗ ҫӗр хут кӑмӑллӑрах иртнӗ пулӗччӗ.

Уяв каҫне сцена ҫинче ирттерме шутланӑ пулсан, ӑна сумлӑн, чыслӑн, тивӗҫлӗн ирттермелле. Лӑпӑр-лапӑр, шӗпӗл-шӗпӗл мар. Театр пуҫлӑхӗсен Чӑваш патшалӑх филармонийӗ уҫӑлнӑ ятпа иртекен Уяв каҫне каймасан та пултарнӑ. Яковлевпа Владимиров унта кайманнишӗн никам та макӑрман пулӗччӗ. Пуҫлӑхсен чи малтанах тӑван театр, тӑван артистсем ҫинчен шутламалла. Вӗсем вара ют ӗҫке тухса тарнӑ.

Театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев час-часах вырӑссен паллӑ писателӗсен А.С. Пушкин, Л.Н. Толстой, А.П. Чехов, Ф.М. Достоевский, А.Н. Островский, И. А. Бунин, Максим Горький хайлавӗсене Чӑваш театрӗнче лартнӑ пирки мухтанса каласа парать. Вӗсем кураканӑн чун-чӗрине, кӑмӑл-сипетне, ӑс-хакӑлне пуянлатма пулӑшаҫҫӗ тет пирӗн сумлӑ режиссер. Куракан пирки пӑшӑрханни лайӑх-ха, анчах та тепӗр чухне хамӑр пирки те кӑштах шутласчӗ. Эпӗ театр пуҫлӑхӗсене чи малтанах Л.Н. Толстой ҫырнӑ «Ватӑ асатте тата мӑнукӗ» ятлӑ калав вулама сӗнесшӗн. Унта вырӑс классикӗ пӗр ҫемье ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Кил хуҫипе мӑшӑрӗ ватӑ ҫынна (кил хуҫин ашшӗне), апат ҫинӗ чух вараланса пӗтекенскере, инкеке – чашӑкне ҫӗмӗрсе пӑрахнӑскере, кӑмака хыҫӗнче апат ҫитерме пуҫлаҫҫӗ, апатне йывӑҫран касса тунӑ лаххан ҫине ярса параҫҫӗ. Пӗррехинче ашшӗ-амӑшӗ ҫакна асӑрхать: вӗсен ачи – тӑватӑ ҫулхи Миша – йывӑҫран темскер касать, чутлать. «Эсӗ, ачам, мӗн тӑватӑн?» — ыйтаҫҫӗ вӗсем унран. «Часах эсир ватӑлатӑр. Эпӗ те сире лахханран апат ҫитерме пуҫлӑп», — тет ывӑлӗ.

Пурнӑҫра та ҫапла: эсӗ ҫынна мӗнлерех хисеплӗн, чыслӑн – сана та кайран ҫавӑн пек хисеплӗҫ, чыслӗҫ, эсӗ ҫынна мӗнлерех аса илӗн – сана та кайран ҫавӑн пек аса илӗҫ. Тен, аса та илмӗҫ...

Юрӗ. Паянлӑха ҫитӗ. Театр ҫинчен ӳлӗм те калаҫӑпӑр-ха.

 

Сӑнӳкерчӗкре: Чӑваш халӑх поэчӗ Я.Г. Ухсай ҫырнӑ «Тутимӗр» трагеди тӑрӑх лартнӑ спектакльти пӗр сцена. Тутимӗр – Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ И.Г. Иванов. Сӑнӳкерчӗке Чӑваш театрӗн сайтӗнчен илнӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#театрсем, #академи драма театрӗ, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1144.14.3821
2021.12.20 19:41
Agabazar
Юрĕ, тăнларăмăр. Паллах, çакнашкал шăкăл-шăкăл калаçни питĕ аван вăл. Чун савăнса тăрать.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.20 21:15
Апла иккен сирӗн унта ? Кӗреке чирӗ ҫынна ыр тумаҫ.
Agabazar // 1144.14.3821
2021.12.21 05:38
Agabazar
Микула, эс апла-капла çынна вĕрентсе çÿреме пултаракансер мар. Пулмасть санран.
Анатолий // 8915.0.4963
2021.12.24 22:51
Эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх Чӑваш халӑх сайчӗн "застуженный комментаторӗсен", Акапасарпа Микулайӑн ӗнтӗ, килте пачах та ӗç çук пулмалла: сайт талккӑшне кунӗн-çӗрӗн усал каяшпа варалаççӗ. Комментарисенче логика та, шухӑшлав та çук. Кунӗн-çӗрӗн - лӑпӑр- лӑпӑр. Сире лайӑх пӗлекен Арçук Тарасова каламалла пуль: пӗрре тӑн кӗртсе илтӗр сире - усал хейтерсене.
ЧХСра авторсем чӑваш халӑх пуласлӑхӗ çинчен шухӑшласа чӑннипех те вичкӗн статьясем пичетлеççӗ, эсир пӗлтерӗшлӗ сӗнӱсем парас вырӑнне чараксӑр хӗрарӑм рольне выляса ларатӑр.
Тавах, Коля, маттур. Яланхи пекех тӗрӗс, вырӑнлӑ: чӑн писатель пек сӑнарлӑ та илемлӗ чӗлхепе çырнӑ, чӑн журналист пек - фактсен сӑнчӑрӗ саламат пекех!
Agabazar // 1155.15.4151
2021.12.25 14:16
Agabazar
Акапасарпа Микулана пусахласах пĕр картана хăваласа кĕртмелле мар.

Ну, кала, мĕн килĕшмест Акпасар çырнисенчен?

Чун савăнса тăрать тени сехĕрлентерет-и?

А «вăхăт» текеннине санăнне вăрламан.

Ман вăхăт вăл — манăн. Унпа мен тăвас тетĕп, çавна тăватăп. Санран ыйтса тăмастăп.

«Чăваш халăх пуласлăхĕ» çинчен ху шутласа çÿре тата çыр, енчен те пит кирлĕ пулсан.
Пĕр хĕрарăм // 2043.18.7003
2021.12.25 14:56
Аван çырнă.Николай Иванович, маттур,тĕрĕссине çырма хăрамалла мар.
Микула // 1077.37.9691
2021.12.25 18:22
Акапасар тӳрех аптраса ан ӳк ,Анатолий "мухтанасшӑн" кӑна. Куран пулӗ паян чӗлевисорпа та мӗн ӗҫ пӗлни те мухтанни . Юрий Мусаткин

Плодится в кабинетах душных
На протяжении всех времен
К чужим проблемам равнодушный
Бюрократический планктон.

Пур ӗҫе те ҫурмалла анчах тӑваҫ пулсан та ,мухтанасси вара ҫӗр ҫухрӑм малта пырать.
Agabazar // 3307.23.0383
2022.01.12 06:31
Agabazar
Микула «планктонпа» кĕрешет тит иккен-ха.

Хăйне çав планктонсемпе тăранса пурăнакан кид пек тыткалать.

Кид мар эсĕ, ху та çавнашкал вĕтĕр-шакăр планктон çеç.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем