Ҫапла хушнӑ паян Шупашкар районӗнче пулнӑ май республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев шкул ҫулне ҫитменнисен Кӳкеҫре ҫӗкленекен учрежденине ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн.
240 вырӑнлӑ ача пахчине уҫасси пирки хӑй вӑхӑтӗнче пачах урӑх вӑхӑта асӑнатчӗҫ. Тӗрӗсрех, пӗлтӗрхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ пирки калатчӗҫ. Анчах шаннӑ кайӑк йӑвара пулман тенӗ евӗр пулса тухрӗ — унтанпа шыв-шур юхман мар, ҫапах та ҫӗнӗ ача пахчи хута каяймарӗ-ха. Пӗчӗккисен учрежденине тума республика хыснинчен кӑҫал 30,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ иккен. Хальлӗхе 3,4 миллионӗпе кӑна усӑ курнӑ.
Ҫурта «Парнас» общество хӑпартать иккен. Асӑннӑ обществӑна республика ертӳҫи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене ҫӗклессине вӑраха янишӗн ӳпкелесе илнӗ. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ общество кун пек пӗрре кӑна мар хӑтланать-мӗн. «Парнас» ертӳҫи ӗҫе кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлеме шантарать иккен. Республика Элтеперӗ ача пахчине авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне хута яма ЧР Вӗренӳ тата Ҫурт тӑвӑм министерствисене, район администрацийӗсене хушса каланӑ.