Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Ашшӗне хисеплесе кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.01.2022 06:41 | 1987 хут пӑхнӑ
Персона
Муркаш район администрацийӗн Фейсбукри странцинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Муркаш район администрацийӗн Фейсбукри странцинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Муркаш районӗн хисеплӗ ҫынне Валерий Васильева хисеплесе унӑн хӗрӗ, Екатерина Тимофеева (Васильева) «Учитель — это призвание» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна вӑл ашшӗ ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Муркаш районӗн администрацийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекене Валерий Михайловичӑн пурнӑҫӗн тӗрлӗ тапхӑрӗ тата педагогика ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп саманчӗсем пирки каласа панисене, тӑванӗсемпе юлташӗсен тата коллегисен асаилӗвӗсене, ҫемье архивӗнчи сӑнӳкерчӗксене кӗртнӗ.

Валерий Васильев — халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ, Чӑваш Республикин вӗренӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Районти Тивӗш шкулӗнче, КПСС Муркаш райкомӗнче, Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗнче, Чуманкассинчи вӑтам шкул директорӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 2015 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Ашшӗне халалланӑ кӗнекепе автор Чуманкасси шкулӗнче кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче паллаштарнӑ. Презентацие Валерий Васильевпа тӗрлӗ ҫулсенче пӗрле ӗҫленисем, унпа пӗрле пӗрле вӗреннисем, Чуманкасси шкулӗнче ӗҫлекенсем, тус-юлташӗсем, тӑванӗсем пухӑннӑ.

#астӑвӑм, #вӗрентекенсем, #Муркаш районӗ, #Чуманкасси, #Тивӗш, #кӗнекесем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 1790.19.2502
2022.01.22 09:33
Доброе дело! Спасибо дочери. Так держать всем учителям - историю пишем мы сами!
Помню толковые журналистские разговоры с Владимиром Васильевым в РОНО в Моргаушах...
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.22 17:16
Валерӑпа пӗр вӑхӑталла Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗччӗ. Чӑн-чӑн арҫынчӗ Валерий Васильев: ырӑччӗ, ӑслӑччӗ, вашаватччӗ, кирек кама та пулӑшма хатӗрччӗ. Хӗрӗ те ашшӗне хывнӑ курӑнать: ун ячӗпе палӑк лартни сӑваплӑ ӗҫ.
Чӑваш халӑхне Катя Тимофеева-Васильева пек маттур яш-кӗрӗм нумайрах кирлӗ.
Илле Иванов // 2611.4.6994
2022.01.23 02:58
Çав маттур чăвашсем çинчен ют чĕлхепе каласа параканнисем нумайрах кирлĕ-и:
Галина Зотова // 9025.2.4496
2022.01.23 18:16
Эпӗ те икӗ кӗнеке кун ҫути кӑтартрӑм. Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономне Александров Вячеслав Александровича (1929-2005) халалласа."Первая награда отца"кӗнеке 2014-мӗш ҫулта "Перфектум"типографире 200 экземплярпа пичетленсе тухрӗ. Вячеслав Александров Галина Зотова "Кукшумский колос" кӗнеке вара "Новое время"типографире 2016 мӗш ҫулта пичетленчӗ. 296 страницӑран тӑрать. Пирӗн атте ӗмӗр тӑршшӗпе Етӗрне районӗнчи"Заветы Ильича" колхозра агрономра, тӗп агрономра , унтан 16 ҫул хушши колхоз председателӗнче ӗҫлесе ыр сӑмах нумай тивӗҫнӗ, ӑна темиҫе орден-медальпе наградӑланӑ.Вӑл колхоз пирки кӗнеке кӑларасшӑнччӗ, чирлесе кайрӗ, унӑн ӗмӗтне эпӗ пурнӑҫлама пултартӑм. Кӗнекери 8 пайран (главы) иккӗшӗ Вячеслав Александров алҫырӑвӗсенчен тӑрать.
Галина Зотова // 9025.2.4496
2022.01.23 18:30
Икӗ кӗнекинче те чӑвашла, вырӑсла статьясем. Иккӗшӗн макетне те ( компьютерная верстка) Александровӑн мӑнукӗ Рина Димитриева хатӗрлесе пачӗ. Николай Владимирович Малов пулӑшнипе "Кукшумский колос" кӗнекен малтанхи тиражӗ ҫумне тепӗр 25 кӗнеке хытӑ хуплашкапа пичетлесе кӑларма пултартӑм. Ӑна чунтан тав тӑватпӑр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем