Шупашкарта юр ирӗлтермелли хатӗр кӗҫех ӗҫлесе каймалла. Ӑна пирӗн хулана кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче илсе килнӗ. Ӑна ӑҫта лартасси пирки шухӑшланӑ. Хатӗре Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хатӗр пӗр сехетре 60 кубла метр юр ирӗлтерме пултарать. Хула админисрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла майпа юра утилизаци тума май пулӗ.
Мӗнле ӗҫлет-ха вӑл? Юра унта хураҫҫӗ, вӑл ҫӳп-ҫапа уйӑрать. Ӑпӑр-тапӑр свалкӑна лекет. Таса юра бункерта ирӗлтереҫҫӗ. Шыв тасатмалли коллектора лекет, унтан – канализацие.