Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Валентина Молодцыгина 70 ҫул тултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.01.2022 19:28 | 2071 хут пӑхнӑ
Персона
Инстаграмри @chuvashdramteatr сӑнӳкерчӗкӗ
Инстаграмри @chuvashdramteatr сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валентина Молодцыгина паян, кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 70 ҫул тултарнӑ.

Вӑл Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткасси ялӗнче 1952 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта Шупашкарти культурӑпа ҫутӗҫ училищинчен хӑй тӗллӗн вӗреннӗ театр коллективӗсен режиссёрӗ пулма вӗренсе тухнӑ.

Валентина Молодцыгина пурнӑҫне, чӑн та, театрпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл Чӑваш пукане театрӗнче, 1975-2007 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче актёрта, 2008 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче администраторта ӗҫленӗ.

Юбиляр йывӑр чире пула, шел те, икӗ ҫул каялла пӗр урисӗр тӑрса юлнӑ.

Хальхи вӑхӑтра Валентина Молодцыгинан ывӑлӗ Андрей ашшӗпе (Валерий Молодцыгин та артист пулнӑ, анчах пурнӑҫран ҫамрӑклах уйрӑлса кайнӑ) амӑшӗн ӗҫне малалла тӑсать.

#артистсем, #культура, #юбилейсем, #Шӑмӑршӑ районӗ, #сывлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3033.17.5681
2022.01.28 01:03
Agabazar
Чаткасси мар, Чаткас теççĕ.
Саландай--Шамаршаран // 2420.33.5901
2022.02.03 18:08
Саламлатап , таванам ! Пурнасу йывар килче пулсан та эсе чунпа илемле , камалу ылтан , аша куллу сынна саванас парнелет . СЫВЛАХ ПУЛТАР , ЕМЕР САККИ САРЛАКА ПУЛТАР !!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем